Элĕк районĕ: 90 çулти кинемее саламланă

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов тыл ĕçченне Мария Андреевна Зайковăна 90 çулхи юбилейпе саламланă.

Вăл 1922 çулхи çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче Тимĕрçкасси ялĕнчи хресчен çемйинче çуралнă. Изванкăри пуçламăш шкулта вĕреннĕ, «Проректор», «13 лет РКК», «Дружба» колхозсенче, «Аликовский» совхозра ĕçленĕ.

Мария Зайкова Изванкăна качча тухнă, упăшкипе пĕрле 3 хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Унăн 3 мăнукпа 3 кĕçĕн мăнук пур.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ тыл ĕçченне юбилей ячĕпе саламланă, татах та нумай пурăнма çирĕп сывлăх суннă. Александр Николаевич кинемее Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн ятран çырнă саламне тата асăнмалăх парне панă. Мария Андреевнăна çавăн пекех районти социаллă хÿтлĕх пайĕн сектор заведующийĕ А.Спиридонова, Йăлкăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Р.Васильева саламланă, парне панă.



04 июля 2012
08:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter