Хапăлласа кĕтсе илчĕ «Акконд» фабрика «Эткер» кану сменин ачисене

Хапăлласа кĕтсе илчĕ «Акконд» фабрика «Эткер» кану сменин ачисене. Яталă экскурси ирттерчĕç фабрика ĕçченĕсем ачасем валли, çĕнĕ технологисем çинчен каласа кăтартрĕç, пылак çимĕçсен çĕнĕ варианчĕсемпе паллаштарчĕç. Юлашкинчен вара тулли сĕтел хушшине чĕнсе çамрăк хăнасене канфет – печенипе хăналарĕç.

«Канфечĕсем ай питĕ тутлă. Киле çитсен хамăр патра та туянса ас тивĕпĕр çак пылак çимĕçе ... », - хаваслă кăмăлпа пĕлтерчĕç Тутар, Пушкăрт Республикисенчен, Самара, Ульяновск, Саратов, Оренбург, Пенза, Тюмень облаçĕсенчен тата Мускавпа Санкт-Петебург хулисенчен килнĕ ывăл ачасемпе хĕр ачасем.

Тĕплĕнрех

Чăваш Республикин Вĕренÿ министерстви



04 июля 2012
10:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter