Элĕк районĕ: ял малалла аталанать

Халăхăн пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса парасси ĕç тăвакан влаç органĕсен тата вырăнти администрацисен стратегиллĕ тĕллевĕ, тесе палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев. Хальхи вăхăтра пĕтĕм республикăри пекех, пирĕн районта та «Ялăн социаллă пурнăçне 2013 çулччен аталантарасси» федерацин тĕллевлĕ программине пурнăçласси анлă сарăлса пырать.

Ялти граждансем, кунта ĕçлесе пурăнакан çамрăк çемьесем тата çамрăк специалистсем «Ялăн социаллă пурнăçне 2013 çулччен аталантарасси» тĕллевлĕ программăна пурнăçлама туллин хутшăнаççĕ. Асăннă программăпа килĕшÿллĕн ялта ĕçлесе пурăнакан граждансене çурт-йĕр тума тата туянма кăçал района 1869 пин тенкĕ, çамрăк специалистсемпе çамрăк çемьесем валли 3560 пин тенкĕ уйăрса панă. Кăçал 2 çамрăк специалиста 1623,1 пин тенкĕ, тепĕр 2 çынна 983,5 пин тенкĕ илмешкĕн свидетельствăсем панă.



04 июля 2012
08:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter