Тĕп хулари «Олимпийский» стадионта çăмăл атлетсен Раççей чемпионачĕ уçăлчĕ

Тĕп хулари «Олимпийский» стадионта ĕнер çăмăл атлетсен Раççей чемпионачĕ савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Тăватă куна пыракан ăмăрту вăхăтĕнче Шупашкар, ахăртнех, спорт «çăлтăрĕсен» хулине çаврăнĕ. Спортсменсем чемпионатра çĕр-шыв чемпионĕн ятне тата Лондонри Олимп вăййисене хутшăнма путевка илессишĕн кĕрешĕç. Пысăк çак ăмăртура çăмăл атлетсем медальсен 38 комплекчĕшĕн тупăшĕç. Ĕнерех стадионра тĕрлĕ дистанцие чупакансем, çÿллĕшпе тăршшĕне сикекенсем, сăнă перекенсем ăмăртнă. Арçынсемпе хĕрарăмсем 3000 метра чăрмавсем урлă чупнă.



04 июля 2012
08:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter