«Çĕнĕ хула» ÿсĕ, аталанĕ, кунта Шупашкарти чи хăтлă çуртсем пулĕç

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хушшинче çĕкленекен «Çĕнĕ хулан» строительство лапамне çитсе курчĕ, объектсене пăхса тухнă хыççăн канашлу ирттерчĕ. Проект ĕç-хĕлĕпе строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Громов, «Честр-Групп» компанин генеральнăй директорĕ Алексей Грищенко, «Инкост» ОАО директорĕ Владимир Скосырский тата Шупашкар хула администраци пуçлăхĕ Алексей Ладыков паллаштарчĕç. Хальхи вăхăтра инвесторсем строительство лапамне, вĕçленмен объектсене парас-илес ĕç-хĕле вĕçленĕ, техника экспертизи ирттернĕ, территори планĕн çĕнетнĕ проектне хÿтĕленĕ. Çурт-йĕр фончĕн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 1126831 тăваткал метр, кунта 40 пине яхăн çын пурăнĕ. 2012 çулта 30 пин тăваткал метра хута ямалла. Тĕпрен илсен ку - унчченхи инвесторсем чарса лартнă объектсем. Пĕрремĕш комплекса кĕнĕ 12 çуртран 2009 çулта иккĕшне кăна туса пĕтернĕ, вуннăшне вĕçлеймен, строительство чарăнса ларнă. Кăçал çĕр лаптăкне арендăна илмелли ирĕке, çавăн пекех туса пĕтермен объектсене çĕнĕ инвесторсем туяннă. Строительсем палăртнă тăрăх - туллин ĕçлеме тата çурт-йĕре хута яма инженери тытăмĕсемпе çыхăнма техника условийĕсем çукки, «Шупашкар - Çĕнĕ Шупашкар» автоçул çинчен ÇÇХПИн «Хĕвел тухăç» посчĕ тĕлĕнче «Çĕнĕ хулана» сулахай енчен пăрăнма юраманни ура хурать. Республика Пуçлăхĕ Строймина, Трансмина тата тĕп хула администрацине ыйтусене татса пама хушрĕ. Михаил Игнатьев туса пĕтереймен объектсене кăçалах хута яма май килессе шаннине палăртрĕ. «Халăхра тĕрлĕ сас-хура, çав шутра «Çĕнĕ хула» пăрахăçа тухнă» йышши суя сăмах çÿрет пулин те яваплăн пĕлтеретĕп - строительсем ĕçе пуçăннă, кăçалах республика çыннисем ку районта çĕнĕ хваттерсем туянма пултарĕç. «Çĕнĕ хула» ÿсĕ, аталанĕ, кунта Шупашкарти чи хăтлă çуртсем пулĕç», - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.



04 июля 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter