Канаш районĕ: чыса тивĕçнĕ мăшăрсем сахал мар Çеçпĕл ял тăрăхĕнче

Чыса тивĕçнĕ мăшăрсем сахал мар Çеçпĕл ял тăрăхĕнче. Вĕсен кашнин хăйĕн шăпи, кун -çулĕ. Сăмахăм манăн Малтикас ялĕнче пурăнакан Тимофеевсем çинчен. 1949 çулта çуралнă Валерий Павлович яш чухнех колхоз ĕçне хастар хутшăннă. Тракторист специальнăçне алла илсен, темле техника шанса парсан та хурçă «ута» яланах йĕркеллĕ ĕçлеттернĕ. Тивĕçлĕ канăва тухас умĕн пултаруллă механизатора бригадира лартаççĕ. Пенсие кайсан та колхоз ĕçне тÿрех пăрахмасть. Хăйĕн ĕмĕрĕнче миçе Тав хучĕпе Хисеп грамотине тивĕçнине астумасть те пуль вăл. Тепĕр тесен, уншăн хыпăнман вĕт, шаннине яланах тÿрре кăларма тăрăшнă. 1993 çулта «Чăваш АССР ĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятпа чысланă ăна. Медальсем те пур. Тăрăшуллă механизатора вырăнти ял тăрăхĕн депутатне темиçе хут та суйланă. Яланах ĕçлĕ ыйтусене хускататчĕ, ырă сĕнÿсемпе пулăшатчĕ. Халĕ ĕнтĕ вĕсем мăшăрĕпе иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура.

Мăшăрĕ Зоя Ивановна - кÿршĕллĕ Анаткас ялĕнчен. Вăл нумай çул хушши район больницинче санитарка пулса ĕçленĕ. Ялта хисеплĕ мăшăрсем хĕрпе ывăл ÿстерсе – вĕрентсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Вĕсем иккĕшĕ те предпринимательствă ĕçĕпе тăрăшаççĕ. Çемье телейне Тимофеевсем ачисенче, мăнукĕнче тата килĕштерсе пурăннинче кураççĕ. Выльăх –чĕрлĕх усраççĕ, темĕн тĕрлĕ пахча - çимĕç (иçĕм çырли, груша, алыча та пур) çитĕнтереççĕ, тĕрлĕ чечек лартса ÿстереççĕ.



05 июля 2012
16:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter