Чăваш кĕнеке издательстви хăнара

Ырă кăмăлпа кĕтсе илчĕç Чăваш кĕнеке издательство ĕçченĕсене Вăрман юмахĕ» санаторийĕнче канакан тулай чăваш ачисем. Çĕнĕ кĕнексем çинчен, вĕсене çыракан авторсем çинчен тимлесе итлерĕç, издательство ĕçĕпе туллин паллашрĕç. Тĕрлĕ регионта пурăнакан ачасем чăвашсен паллă писатель-поэчĕсене аван пĕлеççĕ иккен, издательство кăларакан кĕнексемпе те туслă. Кунта, санаторире, канакан ачасем валли ятарлă библиотека та уçнă.

Чăваш кĕнеке издательство ачасене ятарлă парне те хатĕрленĕ, кашни ача валли пĕрер кĕнеке. «Кĕнеке чи паха парне. Пушă вăхăтра хаваспах вулăпăр, » - терĕç ачасем.

Тĕплĕнрех



05 июля 2012
11:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter