Шăмăршă районĕ: руль умĕнче – 40 çул

Водитель ĕçĕ çăмăлах мар. Çулла шăпăртатса çумăр çăвать-и, хĕлле куç курми çил-тăман çавăрттарать-и – унăн хăйне шанса панă техникăпа çула тухмалла. Нумай чухне инçе рейссене çÿреме тивет. Хăйĕн ĕçне чунтан юратакан, техникăна куллен пăхса тăракан, ăна яланах юсавлă тытакан водитель палăртнă вырăна йĕркеллех çитет, каялла та кăлтăксемсĕр таврăнать. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекен водитель хуть мĕнле задание те палăртнă срокра тата лайăх пахалăхпа пурнăçлать. Çулран-çул чăтăмлăн та ăнăçлă ĕçлесе пыракан опытлă водительсем коллективра, ял-йышра хисепе тивĕçеççĕ, руководительсем те вĕсене хаклаççĕ. Çакнашкал водительсенчен пĕри – Шăмăршăри П.Ястребов. Вăл руль умне ларни 40 çул çитнĕ ĕнтĕ.

1967 çулта Васан шкулĕнче 8 класс пĕтерсен Кивĕ Шăмăршăри нумай ачаллă çемьери Ястребова малалла вĕренме май килмен. Вун пиллĕкри яш "Гвардеец" колхозра уй-хир бригадинче ĕçленĕ, Николай Мердеев трактористпа пĕрле плугарьте тăрăшнă.

– Николай тете мана хăш чухне ДТ-54 тракторăн рульне те шанса паратчĕ, – аса илет Петр Семенович. – Руль тытса пыма мана питĕ килĕшетчĕ. Асамлă руле кăшт тĕкĕнетĕн кăна – вуншар тоннăллă хăватлă техника сан ирĕкне пăхăнать.

Автомашинăсем вара илĕртÿллĕрех, вĕсен хăвăртлăхĕ те чылай пысăкрах. Йĕкĕт шоферсем çине ăмсанса пăхнă. "Эх, манăн та шофер пуласчĕ, автомашина рульне тытса çĕмрен пек вирхĕнесчĕ", – шутланă мал ĕмĕтлĕ каччă.

Телее, 1970 çул пуçламăшĕнче П.Ястребова районти çар комиссариатĕнче водителе вĕренме сĕннĕ. Каччă хаваспах килĕшнĕ. Канашри профессипе техника училищинче 6 уйăх вĕренсе водитель удостоверенине илсен Кивĕ Шăмăршă çамрăкĕ районти строительствăпа монтаж управленийĕнче ГАЗ-51 автомашинăпа ĕçлесе водитель биографине пуçланă.

1971 çулта, кĕркунне, П.Ястребова çар ретне илнĕ. Пĕр çулталăк автомашинăпа ĕçленĕ, Шăмăршăри каçхи шкулта вĕренсе вăтам пĕлÿ илнĕ çамрăка Свердловскри сержантсен шкулне вĕренме янă. Техникăна лайăх пĕлнĕ май, кĕçĕн сержант званийĕ илсен П. Ястребова çак шкултах инструктор-водитель должноçĕнче ĕçлеме хăварнă. Хăйĕн тивĕçне яланах çар Присяги хушнă пек туса пынăшăн ăна чаç командованийĕ Грамотăпа чысланă.

Службăран таврăнсан запасри сержант райпора ГАЗ-51 автомашинăпа ĕçлеме пуçланă. В.Медведев, А.Степанов, Н.Столяров, А.Хафизов водительсемпе пĕрле районти апат-çимĕç тата хуçалăх лавккисене таварсем турттарнă. Райпо председателĕ В. Денисов 4 çултан П.Ястребова хăйĕн водителĕ пулма çирĕплетнĕ. УАЗ-469 автомашинăпа производство ыйтăвĕсемпе вĕсем Шупашкар, Ульяновск, Горький, Хусан хулисене çÿренĕ. Опытлă водителĕн автомашини çул çинче çĕмĕрĕлсе тарăхтарман. Петр Семенович пĕр вăхăт çăкăр турттаракан автомашинăпа та ĕçленĕ.

1987-2004 çулсенче П.Ястребов Росгосстрахăн Шăмăршăри филиалĕнче водительте вăй хунă. 2004 çулхи май уйăхĕнчен пуçласа паянхи кунчченех вара район администрацийĕн водителĕнче тăрăшать. Хальхи вăхăтра ВАЗ-2115 автомашинăпа ĕçлет. Петр Семенович хăйне çирĕплетнĕ "Жигулие" яланах юсавлă та тирпейлĕ тытать. Район администрацийĕн ĕçченĕсем çак автомашинăпа районăн экономикипе социаллă пурнăçĕн тĕрлĕ ыйтăвĕсемпе хамăр республикăри тата кÿршĕллĕ регионсенчи хуласене тухса çÿреççĕ. Водитель айăпне пула вăл е ку ыйтăва вăхăтра татса парайман тĕслĕхсем халиччен пулман. Район администрацийĕнче унăн ĕçĕпе кăмăллă.

Петр Семенович хăйĕн мăшăрĕпе, Нина Георгиевнăпа, 4 ывăл ÿстерсе çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă, вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă. (Шел, Сергей çамрăклах вилнĕ.) Ывăлĕсенчен иккĕшĕ çар офицерĕсен профессине суйласа илнĕ: Андрей – капитан, Игорь – лейтенант.

П.Ястребов 60 çул тултарать. Тăванĕсем çумне хутшăнса, Петр Семеновича нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Иван МЕДВЕДЕВ



05 июля 2012
10:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter