Шăмăршă районĕ: стадион карти çĕнелчĕ

Ялта мĕнле те пулсан çĕнĕ улшăну пулни чуна савăнтарать. Çынсене кирлĕ ĕç пурнăçласан пушшех те кăмăл çĕкленет. Пуянкассинчи культурăпа кану çурчĕ çумĕнчи стадиона кашни кунах ачасемпе çамрăксем футболла выляма пухăнаççĕ тесен пĕрре те ытлашши пулмĕ. Ăна тытса çаврăннă карта, шел те, вăхăт иртнĕçем юхăнса кайнăччĕ, ял илемне пăсатчĕ. Çакна пурте лайăх ăнланатчĕç. Чăнах та, тупăнчĕç ялшăн тăрăшакансем, спонсор пулăшăвĕ паракансем. Ял поселенийĕн территорийĕнче пурăнакан Геннадий Макаров, Сергей Угарин, Андрей Краснов фермерсем юпасемпе сетка туянма укçа-тенкĕ уйăрчĕç, техникăпа пулăшрĕç. Ĕç-пуçа вара ĕлĕкхи чăваш йăла-йĕркипе – нимелле пурнăçларăмăр. Кам ÿркенмерĕ, камшăн обществăлла ĕç йывăр пулмарĕ – пурте стадион таврашне пухăнчĕç. Ĕç шавĕ кунта кĕрлесе кăна тăчĕ. Пĕр-пĕрне ăнлансан, пулăшса пырсан мĕнле ĕçе те парăнтарма пулать. Ахальтен каламаççĕ вĕт: "Пĕр çын сурать – типсе пырать, пин çын сурать – кÿлĕ пулать", – тесе. Халĕ стадион тĕлĕшĕнчен иртнĕ чухне хаваслă ачасемпе çамрăксем футболла вылянине е ытти спорт тĕсĕсенче тупăшнине чарăнса сăнатăп. Çĕнĕ карта тытнă стадионта спорт ăмăртăвĕсем, ял уявĕсем тăтăшах иртессе те шанас килет. Юлашкинчен нимене хутшăннă, спонсор пулăшăвĕ панă çынсене чĕререн тав туса ырлăх-сывлăх сунас килет.



05 июля 2012
17:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter