Шупашкартан - Лондона

Пĕлтернĕччĕ: Шупашкарти «Олимпийский» стадионта çăмăл атлетсен Раççей чемпионачĕ пуçланнă. Çĕр-шыври 67 регионтан килнĕ 900 яхăн спортсмена, тренерсемпе судьясене, куракансене чаплă самантра чемпионата уçнă чухне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, çăмăл атлетикăн Пĕтĕм Раççей федерацийĕн президенчĕ Валентин Балахничевпа Раççей Олимп комитечĕн генеральнăй секретарĕ Марат Бариев ăшшăн саламларĕç. Вĕсем спортсменсене чемпион парнисемшĕн тата кăçалхи Олимпиадăна хутшăнма путевкăсем çĕнсе илессишĕн пыракан кĕрешÿре пысăк ăнăçу сунчĕç.

Пĕрремĕш кун иртен пуçласа каç енне сулăничченех малтанхи тапхăрти ăмăртусем - квалификаци старчĕсем пулчĕç. Ятлă-сумлă çăмăл атлетсенчен пурте тенĕ пекех чемпионата лайăх хатĕрленни палăрчĕ. Сăмахран, пĕлтĕрхи ăмăртура /вăл та Шупашкартах иртнĕччĕ/ тата тĕнче чемпионатĕнче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ Мария Савинова 800 метра пуринчен те хăвăртрах, 1 минут та 57,42 çеккунтра чупса тухрĕ. Екатеринбург спортсменки ытти çичĕ çăмăл атлетпа пĕрле ĕнер 20 сехетре финалта тупăшрĕ. Арçынсем йĕтре тĕртессипе ăмăртнă чухне те пĕлтĕрхи чемпион Максим Сидоров /Мускав облаçĕ/ лайăх кăтартупа савăнтарчĕ - 20 метр та 92 сантиметр. Аса илтеретпĕр: ку - квалификаци шучĕпе ăмăртнă чухне пулчĕ.

Пирвайхи кун финалти пĕр ăмăрту иртрĕ: арçынсем те, хĕрарăмсем те чăрмавсем урлă 3000 метра чупрĕç. Кĕтнĕ пекех хĕрарăмсенчен çĕр-шыв, Европа тата тĕнче чемпионки, Раççей спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Юлия Зарипова /Заруднева/ çĕнтерчĕ - 9 минут та 09,63 çеккунт. Çакă - Шупашкар стадионĕнче тунă çĕнĕ рекорд. Ю.Зарипова чемпионатра пĕр вăхăтрах Мускавпа Волгоград облаçĕсен тата Тутарстан командисене очкосем кÿрет. Унăн тренерĕ - пирĕн ентешĕмĕр Михаил Кузнецов. Асăннă дистанцирех чăваш спортсменки Людмила Кузьмина палăрасса та кĕтнĕччĕ. Шел, пĕлтĕрхи кĕмĕл призер финиша улттăмĕш кăна çитрĕ, Олимп путевкишĕн кĕрешме вăй-хал çитереймерĕ.

Чăрмавсем урлă чупассипе арçынсенчен Мускав спортсменĕ Николай Чавкин мала тухрĕ. Пĕлтĕрхи чемпионатра вăл виççĕмĕш пулнăччĕ.

Ĕнерхи программăна вĕçлесе каç кÿлем арçынсемпе хĕрарăмсем 5000 метра старта тухрĕç. Паян чемпионат малалла тăсăлать. Куракансем, спортсменсем хăйсем те уйрăмах çÿллĕшне сикес енĕпе арçынсем финалта ăмăртакан саманта кĕтеççĕ. 19 сехет те 45 минутра тĕнчипе паллă Алексей Дмитрик, Андрей Сальнов, Иван Ухов, Ярослав Рыбаков тата ытти финалист кĕрешĕве тухĕç.

Юрий ПЛОТНИКОВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
05 июля 2012
18:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter