Телейлĕ çул сире, ачасем

Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 6-мĕшĕччен Чăваш Республикинче тулай чăвашĕсен ачисем канчĕç. Чăваш халăхĕн культурипе, йăли-йĕркипе паллашрĕç. Пултарулăх лабораторийĕсенче, ăста урокĕсенче ачасем чăвашла калаçу хăнăхăвĕсене аталантарчĕç, чăваш халăх сăмахлăхĕпе, хальхи юрă-ташăпа, ал ăсталăхĕпе паллашрĕç. Ĕнер, утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенчен, Самара, Ульяновск, Саратов, Оренбург, Пенза, Тюмень облаçĕсенчен тата Сакт-Петербургпа Мускавран килнĕ ывăл ачасемпе хĕр ачасене „Эткер” сменăпа сывпуллашрĕç. Вĕсене ырă сунса çак программăна йĕркелекенсем Вĕренÿ, Культура, Сывлăх министерствисен тата Чăваш наци конгресĕн ĕçченĕсем   тухса калаçрĕç, ăнăçусем сунчĕç. Яланах хастар та пултаруллă пулма сĕнчĕç. Сывпуллашу концерт программипе вĕçленчĕ, ачасем хăйсен ăсталăхне сцена çинче кăтартса пачĕç.

Тĕплĕнрех



06 июля 2012
09:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter