Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çăмăл атлетикăн Пĕтĕм Раççей федерацийĕн президенчĕпе Валентин Балахничевпа тĕл пулнă

Утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çăмăл атлетикăн Пĕтĕм Раççей федерацийĕн президенчĕпе Валентин Балахничевпа тĕл пулнă. Вăл республикăн тĕп хулине çăмăл атлетсен Раççей чемпионатне килнĕ. Тĕл пулу вăхăтĕнче Чăваш Республикинче физкультурăпа спорта аталантарас ыйтусене сÿтсе явнă. Раççей çăмăл атлетикин сезонти тĕп уявне, чемпионата, Шупашкарта тăваттăмĕш хут ирттереççĕ. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - Раççей шайĕнчи çакнашкал ăмăртусем спортсменсен ăсталăхне республикăри массăллă ытти мероприятипе, сăмахран, «Çăлтăрпа» зарядка туни» йышшипе, ÿстерме, спортпа сывă пурнăç йĕркине сарма пулăшаççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çавăн пекех республикăра физкультурăпа спорта аталантарассишĕн тăрăшакансен йышне 40 процента çитерес тĕллевлĕ пулнине пĕлтернĕ. Валентин Балахничев, Чăваш Енре пĕрре кăна мар пулса курнăскер, тĕрлĕ шайри ăмăртусене ирттерме пулăшнăшăн Михаил Игнатьева тав тунă, çăмăл атлетикăна аталантармалли республика проекчĕсене пурнăçа кĕртме пулăшасси пирки пĕлтернĕ. Аса илтеретпĕр: çăмăл атлетсен Раççей чемпионачĕ утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче пуçланнă. Республикăн тĕп хулине 67 регионтан 900 яхăн спортсмен килнĕ. Ăмăртура çăмăл атлетсем медальсен 38 комплекчĕшĕн тупăшнă. Спортсменсем чемпионатра çĕр-шыв чемпионĕн ятне тата Лондонри Олимп вăййисене хутшăнма путевка çĕнсе илессишĕн кĕрешнĕ.



06 июля 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter