Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунĕ ячĕпе саламлани

      Потребительсен кооперацийĕн хисеплĕ ĕςченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунĕ ячĕпе саламлатăп! Потребительсен кооперацийĕ, икĕ ĕмĕре яхăн тăсăлакан кун-çулĕнче çĕр-шывăмăрти тата регионти социаллă пурнăçпа экономикăн çивĕч ыйтăвĕсене татса парас ĕçе хастарлăн хутшăнса, хăйĕн тĕреклĕхне пĕр хутчен мар ĕненмелле çирĕплетрĕ. Потребительсен кооперацийĕн тытăмĕн вăй-хăвачĕ миллионшар пайçăн вун-вун çулхи ăнăçлă ĕç-хĕлне пула йĕркеленнĕ. Паян Раççейри потребительсен кооперацийĕ халăха таварсемпе тивĕçтерекен, производствăна, продукцие ĕçлесе тирпейлессине, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерессине аталантаракан тата ял çыннин культурăпа право шайне ÿстерме пулăшакан питĕ пĕлтерĕшлĕ социаллă тытăм пулса тăрать. Кооперативсен ĕçĕ коопераци хаклăхĕсене – пĕр-пĕрне пулăшса пырассине, пысăк яваплăха, демократие тата пĕр шухăшлăха – тĕпе хурать. Районсемпе хуласенчи потребительсен 20 обществине пĕрлештерсе тăракан Чăвашпотребсоюз Раççей Тĕп союзĕн тытăмĕнчи экономика ăмăртăвĕнче 15 çул ытла малти вырăнта тăрать. Чăваш Ен кооперативĕсем çĕнелсе улшăнакан экономика анлăхĕнче çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ туса тата халиччен йĕркеленсе çирĕпленнĕ йăласене шанчăклăн упраса пырса республикăри потребитель рынокне аталантарас, суту-илÿ сферине анлăлатас тата обществăлла апатлану предприятийĕсен ĕç пахалăхне лайăхлатас, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерес, халăха кирлĕ таварсем туса кăларас ĕçе пысăк тÿпе хываççĕ. Патшалăх паракан пулăшăва пула отрасль тухăçлăхĕн пысăк кăтартăвĕсене тума май килет. Аграри секторне аталантарма республика тата федераци бюджечĕсенчен патшалăх тÿлевсĕр майпа панă пулăшу калăпăшĕ 2000 çултанпа 11,7 хут ÿснĕ, 2011 çулта ку кăтарту 1,97 миллиард тенкĕпе танлашнă. Патшалăх пулăшăвĕн тĕп çул-йĕрĕсене 2012 çулта сыхласа хăварнă кăна мар, çавăн пекех хушма майсем те палăртнă, вĕсен шутĕнче ял хуçалăх таварĕсене тарăннăн ĕçлесе тирпейлекен объектсем тума, вĕсене юсаса çĕнетме тата модернизацилеме илнĕ инвестици кредичĕсем валли субсидисем уйăрни, çакă экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕç продукчĕсем туса кăларма тата вĕсене тавар туянакансем патне çитерме условисем туса парать. Раççей Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕни пирĕн кооператорсемшĕн çĕнĕ майсем уçать. Шалти рынокра лайăх шайри конкуренци валли кирлĕ мĕн пур май йĕркеленсе çитет. Пирĕн хăватлă шалти резервсем, усă курман вăй-хал пур, вĕсемпе пирĕн потребитель рынокне республикăра тата çĕр-шывăмăрта пурăнакан кашни çын ырлăхĕшĕн тухăçлăн аталантарма усă курмалла. Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунĕ пайçăсемшĕн, коопераци ĕçченĕсемпе ветеранĕсемшĕн кăна мар, çĕр-шывăмăрти чылай çыншăн та пĕлтерĕшлĕ. Сире кооперативлă çирĕп пĕрлĕх, экономикăра ăнăçлă аталану, тухăçлă ĕç-хĕл, шанăçлăхпа çирĕплĕх, пĕрлехи ĕçĕмĕр ăнăçассине шанма тата Раççей потребительсен кооперацине малалла аталантарас ĕçре иксĕлми вăй-хал сунатăп.

Чăваш Республикин

          Пуçлăхĕ                                                                                                   М.Игнатьев.

 



06 июля 2012
09:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter