Пултаруллă çамрăксемшĕн çул уçă

Утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата ЧПУ ректорĕ Всеволод Агаков вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пынă, спортра, ăслăлăхра пысăк çитĕнÿсем тунă 100 çамрăка диплом пачĕç. Кăçал аслă пĕлÿ илнине çирĕплетекен документа маларах асăннă вĕренÿ заведенийĕнчи 3,5 пин ытла хĕрпе каччă илет. Университетран вĕренсе тухакан кашни пиллĕкмĕш студент “хĕрлине” тивĕçет. Кăçал вĕсем 400-ĕн. Республика Пуçлăхĕ чи пултаруллă çамрăксене аслă шкултан вĕренсе тухнă ятпа саламларĕ, тĕрлĕ тытăмра çитĕнÿсем тумашкăн талпăнма сĕнчĕ, çĕр-шывшăн, тăван тăрăхшăн кирлĕ çынсем пуласса, ăна аталантарма пулăшасса шаннине пĕлтерчĕ. Университетăн чи лайăх 100 студенчĕн йышĕнче “Хыпар” Издательство çурчĕ кăларса тăракан “Чăваш хĕрарăмĕ” хаçат корресподенчĕ Ольга Иванова та пур.



06 июля 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter