Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çемье, юрату тата шан­чăклăх кунĕ ячĕпе саламлани

                                                                   Хаклă ентешсем!

 Сире ăшпиллĕ те пархатарлă уяв – Çемье, юрату тата шан­чăклăх кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп. Ăна паллă тăвасси Авалхи Руçри Муром çĕрĕнче пурăннă Пе­­тĕр кнеçпе унăн Феврония ятлă арăмĕнчен пуçланнă, çак мăшăра халăхра çемье тата кил вучахне хÿтĕлекенсем вырăнне хурса сума сăваççĕ. Вĕсен шăпи яланхи, нихăçан та кивелми хаклăхсен паллине – ар-арăм шан­чăк­лăхне, хĕрÿ юратăва тата çемье телейне – сăнарлать. Çемье пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Çыннăн тавра курăмĕ шăпах çемьере йăл илсе йĕркеленет, унтах вăл хăйне пурнăçра кирлĕ ăс-пурлăха ăша хывса çитĕнет. Эпир каярахпа хамăра пурнăç тăршшĕнче мĕн­лерех туясси те чылай чухне çемьери тă­нăçлăхран килет. Çемье вăл – пирĕн чи çывăх та чи хаклă çыннăмăрсем, пиртен кашнинех хамăра чăннипех те телейлĕ туйма кирлĕ пĕчĕк, ырă тĕнче. Ахальтен мар вĕт халăх сăмахлăхĕ: «Çемье пĕрле – чун вырăнта», – тесе па­лăртать.  Çак савăк кун тăвансене, çывăх çын­сене пурнăçра тата та ытларах хакла­ма, эпир пĕрле çирĕп те туслă çемье пулнине туйса илме пулă­шакан лайăх мел пулса тăтăр. Сирĕн çемйĕрсенче ырă йăла-йĕрке сых­ланса уп­рантăр, çамрăксем аслă ăрăвăн пур­нăçри опычĕпе ăс пурлăхне тивĕçлĕн ăша хывса пыччăр. Килĕр-çуртăр хăвăршăн тем пек хаклă çынсен хĕрÿ чĕри ăшшипе тулса ăшăнтăр тата унта ача-пăчан хаваслă та уçă сасси янă­ратăр.  Юратупа шанчăклăхăн хÿхĕм уявĕнче, вĕсемсĕр çирĕп çемье те, общество та йĕркеленеймест, сире пурсăра та ăнланупа килĕшÿлĕх, юрату çура­çулăхне та­та, паллах, çирĕп сывлăхпа вăрăм ĕмĕрлĕ кун-çул сунатăп.

 Чăваш Республикин

 Пуçлăхĕ                                                                                         Михаил Игнатьев.



08 июля 2012
14:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter