Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

                 Почта çыхăнăвĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ – Раççей почтин кунĕ – ячĕпе чĕререн саламлатăп! Пин çул каялла вăй илсе йĕркеленнĕ, Пĕрремĕш Петĕр патша вăхăтĕнче патшалăхăн ялан ĕçлекен тытăмĕ пулса тăнă Раççей почта çыхăнăвĕ хальхи информатизаци саманинче те пирĕншĕн çаплипех шанчăклă юлташ шутланать. Почта вăл – пĕр-пĕринпе хутшăнмалли мел çеç мар, экономика çыхăнăвĕсен тытăмĕн пĕлтерĕшлĕ никĕсĕ те. Раççей почтин Чăваш çĕрĕнчи филиалĕн йышне 9 почтамт, почта çыхăнăвĕн 410 объекчĕ, вĕсенчен 310-шĕ ял çĕрĕнче вырнаçнă, кĕреççĕ. Чăваш Енри çĕнетсе улăштарнă тата пысăк технологиллĕ çыхăну хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ почта уйрăмĕсем хăйсен патне килекен çынсене шанчăклăхпа тата пысăк пахалăхпа палăрса тăракан почта, финанс, информаципе коммуникаци пулăшăвĕн тата ытти пулăшăвăн 80 ытла тĕсĕпе усă курма сĕнеççĕ. Çак савăк уяв кунĕнче республикăри почтальонсен пин çурă çынлă коллективне уйрăммăн тав туса хăварас килет. Вĕсем уяр кунра та, йĕпе-сапаллă çанталăкра та çынсем чăтăмсăррăн кĕтекен корреспонденцисене кашни килех вăхăтра çитерсе пама васкаççĕ. Чăваш Енри почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсене тата ветеранĕсене пĕтĕм чунтан савăк кăмăл-туйăм, çирĕп сывлăх, тăван республика ырлăхĕшĕн вăй хуракан ĕçре пысăк çитĕнÿсем, тăнăçлăх, ырлăхпа пархатар тата телей сунатăп! 

Чăваш Республикин

 Пуçлăхĕ                                                                                         М.Игнатьев.



08 июля 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter