Елчĕк районĕ: çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче библиотека 60 çул ĕçлет

Кĕнеке - этемлĕх пĕлĕвĕн пуянлăхĕ. Ăна уçса вулатăн та ĕмĕрлĕх тĕнчипе паллашатăн, темиçе çĕр çул каялла пурăннă е хальхи вăхăтра пурăнакан çынсен пурнăçне, ĕç-хĕлне, шухăш-кăмăлне,  ĕмĕтне пĕлетĕн, хăвна кĕнекери сăнарсемпе куçа-куçăн курса калаçнă пек туятăн, вĕсен савăнăçĕсемшĕн савăнатăн, хуйхи-суйхисемпе асапĕ-терчĕсемшĕн пĕрле хурланатăн. Чуна хумхантаракан, илемлĕ чĕлхепе çырнă кĕнеке чылай çыншăн шанчăклă тус, пурнăçăн анлă çулĕ тăрăх тĕрĕс утма пулăшакан, вĕрентекен пулса тăрать. Çăвăнпа та кĕнекене ĕлĕкренпех тирпейлĕ усранă.

Кирлĕ кĕнекене библиотекăра тупма пулать. «Библиотека» (грексен чĕлхинчен илнĕ сăмах) - «кĕнеке упракан, усракан çурт». Пĕрремĕш библиотекăсем пирĕн ĕмĕр пуçланичченех пулнине палăртаççĕ тĕпчевçĕсем.

Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче  библиотека  уçнăранпа кăçал 60 çитет. Çак кунччен ялта вулав çурчĕ пулнă пулсан та (вулав çуртне 1924 çулта Пушков А.Е. вĕрентекен тăрăшнипе йĕркелесе янă), 1952-мĕш çулта ăна ял библиотеки ятне пани питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă: вулав çуртĕнче кĕнеке шучĕ питĕ сахал пулнă, кĕнекесемпе хаçат-журналсене ял совечĕ кăна укçа-тенкĕ тупса илме пулăшнă, малашне библиотека фончĕ çулран-çул пуянланса пыма пуçланă, кĕнекесене республикăри бибколлектортан, районти  тĕп библиотекăран ярса парса тăнă. Библиотека валли ун чухне те  ятарлă çурт пулман, вăл колхоз правленийĕн пĕр пÿлĕмĕнче вырнаçнă. Анчах кунта халăх питĕ йышлăн çÿренĕ, кĕнеке илнĕ, хаçат-журнал вуланă. Библиотека  ĕçне шкулти вĕрентекенсем  йĕркелесе пынă. 1954-мĕш çулта библиотекăра ятарлă пĕлÿ илнĕ Тимофеева Л.А. библиотекарь ĕçлеме пуçлать. Çамрăк та пултаруллă хĕр библиотекăра концертсемпе спектакльсем йĕркелет, стена хаçачĕсем кăларать, кĕнеке тишкерĕвĕсем ирттерет.

1958-1979-мĕш çулсенче ялти библиотекăра  Кузнецов А.Я. ĕçлет. Вăл тăрăшулăх кăтартнипе вулакансен шучĕ тата нумайланать. Акă мĕнле  аса илсе каласа панăччĕ Александр Яковлевич вăл вăхăтри библиотека ĕçĕ çинчен: «Кунне библиотекăна 40–50 вулакан килетчĕ. Вуланă кĕнекесене сÿтсе явассине йĕркеленĕччĕ. Ялта клуб пулманнипе ял çамрăкĕсем библиотекăна пуçтарăнатчĕç. Концертсемпе спктакльсем хатĕрлеттĕмĕр. Ĕçлеме питĕ интереслĕччĕ».

1970–мĕш çулта ялта клуб уçăлчĕ. Çĕнĕ клуб çуртĕнче библиотека валли те уйрăм пÿлĕм пурччĕ. 6 çул çакăнта вырнаçнă ял библиотеки.

Культурăпа çут ĕç училищине пĕтернĕ хыççăн эпĕ вăл вăхăтра Елчĕкри тĕп библиотекăра ĕçлеттĕм, 1979 çулта тăван ял библиотекине ĕçлеме килтĕм. Библиотека ĕçне питĕ лайăх йĕркелесе пырас тесе тăрăшаттăм: вулакансен конференцийĕсем, викторинăсемпе конкурссем ирттереттĕм, фольклорпа алĕç кружокĕсем те ĕçлетчĕç библиотекăра, хĕрарăмсен совечĕпе пĕрле концертсем те хатĕрлерĕмĕр.

Библиотека валли  часах уйрăм çурт (колхоз правленийĕн кивĕ çуртне) уйăрса пачĕç. Çак çĕнĕ вырăна тăрăшса юсаттартăм, кĕнекесене куçартăм, тирпейлерĕм,  ăча-пăча кĕнекисене уйрăм пÿлĕме вырнаçтартăм.

1987-мĕш çулта  ялта икĕ хутлă, пысăк та илемлĕ çĕнĕ Культура çуртне туса лартрĕç. Библиотека та унта куçрĕ. Кĕске вăхăтра библиотека валли уйăрнă пÿлĕмсене стендсемпе, плакатсемпе илмлетрĕм, кĕнеке выставкисем турăм,  библиотека валли  çĕнĕ сĕтел-пукан тата телевизор та  илме май килчĕ. Библиотекăра час-часах вулакансен конференцийĕсем, литература каçĕсем, утренниксем, конкурссем, викторинăсем ирттереттĕмĕр. «Ăста алăсем» кружок, юмах тĕнчине юратакансен клубĕ те ĕçлетчĕ библиотекăра.

Часах библиотека çумĕнче ял историйĕпе культура музейне уçма шутларăмăр. Пулас музей валли экспонатсем пуçтартăмăр (питĕ нумай япала пачĕç ял çыннисем), ялти ватă çынсемпе тĕл пултăмăр, ял, колхоз, шкул историйĕсем çинчен материалсем пухрăмăр, вĕсене витринăсемпе стендсем çине вырнаçтартăмăр. Паянхи кун тĕлне ял музейĕнче 600 ытла  экспонат. Ял картине те ÿкерсе хутăм музейра. Вăрçă çулĕсен вăхăтĕнчи ял карти умĕнче музея пыракансем чылайччен чарăнса тăраççĕ. Епле улшăннă ял сăнĕ паян! Çĕнĕ урамсем, çĕнĕ çуртсем ÿссе ларнă! Пысăк вĕреннĕ, ятлă-сумлă  ентешсем (Перепёлкин И.А.,Карсаков Л.П., Краснов Б.А. Родионов И.Ф. тата ыт.) музея пырса курнă хыççăн хăйсен пурнăçĕпе ĕç-хĕлĕ çинчен материалсем ярса пачĕç. Кÿршĕ ялта (Эльпÿç) пурăнакан Алексеева Л. музея  нумай япала пачĕ: тĕртнĕ пир кĕпе, саппун, тĕрĕллĕ алшăлли, тутăр.

2004 çулта ялсенче тĕслĕх библиотекисем уçма пуçларĕç. Пирĕн ялта та уçма палăртрĕç çакăн пек тĕслĕх библиотекине. Çавăнпа пысăк вăй хурса  библиотекăна тĕпрен  юсарăмăр, çĕнĕ стендсем турăмăр. Юсав ĕçĕсене ирттерме ял çыннисем, Культура çурчĕнче ĕçлекенсем, шкулти ачасене вĕрентекенсем укçа-тенкĕ парса та пулăшрĕç. 2006 çулхи августăн 19-мĕшĕнче пирĕн ялта тĕслĕх библиотеки уçăлчĕ. Библиотека çĕнĕ технологи хатĕрĕсемпе пуянланчĕ. Компьютер пурри  библиотека ĕçне çĕнĕлле йĕркелесе яма пулăшрĕ. Тата нумай çын çÿреме пуçларĕ вулав çуртне: пĕрне кĕнеке кирлĕ, теприне- хаçат, теприн вара компьютерпа ĕçлемелле. Чылай чухне шкул ачисем класĕпех килетчĕç: класс сехечĕсем ирттеретчĕç, телевизорпа фильм е вĕренÿ  программипе йĕркеленĕ DYD е СД  дискĕcене пăхатчĕç. Аслă классенче вĕренекенсене, студентсене рефератсем çырма пулăшаттăм. Ялти ватă çынсем те библиотекăна  час-часах килсе çÿретчĕç. Вĕсем валли ятарлă кĕтес те уçнăччĕ кунта. Ĕç ветеранĕсем мĕнле социаллă хÿтлĕх илĕççĕ? Пенси укçи хăçан тата  мĕн чухлĕ ÿсет? – çак тата ытти ыйтусем çине те хурав тупма пулатчĕ витрина çинчи материалсенчен. Районти пенси фончĕнче ĕçлекенсем (ертÿçи- Яковлева З.Н.) час-часах ялти ватă çынсемпе тĕлпулусем ирттеретчĕç кунта.2009 çулта ялти библиотекăра Михайлова Н.Н. ĕçлеме пуçларĕ, тăрăшулăх тата пуçарулăх кăтартса ĕçе пуçăнчĕ çамрăк библиотекарь, чылай интереслĕ мероприятисем ирттерчĕ.

Çулран-çул библиотека фончĕ пуянланса пырать: паянхи кунта 10566 кĕнеке,  хаçат-журнал. Вулакансен шучĕ - 641. Малашне те ял библиотеки çĕнелсе пытăр, унăн алăкĕ вулакансене  яланах тарават кĕтсе илтĕр!

 Захарова Н.М. , Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ



01 августа 2012
13:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter