Ăнăçу сунатпăр

2007 çултанпа Раççей шайĕнче тăван чĕлхене вĕрентекенсен йăлана кĕнĕ конкурсĕ иртет. Çак конкурса пирĕн республикăри вĕрентекенсем çулсеренех хутшăнаççĕ. Акă 2010 çулта конкурсра Йĕпреçри 2-мĕш шкул вĕрентекенĕ Алена Ядрицова хутшăнчĕ, конкурсран çĕнтерÿçĕ ятне илсе таврăнчĕ. Ытти çулсенче те  чăваш чĕлхине вĕрентекенсем тĕрлĕ номинацире çĕнтерÿçĕ ятне илме тивĕç пулчĕç. Тăван чĕлхене вĕрентекенсен Раççей конкурсĕн юлашки тапхăрĕ кăçал  çурла уйăхĕн 22–23-мĕшĕсенче Саранск хулинче иртĕ. Конкурса Чăваш Республикинчен Степанов Александр Марсович хутшăнать. Вăл конкурсăн пĕрремĕш (кĕретсĕр) турĕнче çĕнтерни çинчен Мускавран ырă хыпар çитрĕ. Умра – юлашки тур. Cтепанов А.М., Муркаш районĕнчи Калайкасси шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен 2012 çулхи республика шайĕнче иртнĕ конкурсăн çĕнтерÿçи. Александр Марсовича конкурсра ăнăçу сунатпăр!

Чăваш Республикин Вĕренӳ министерстви

 



10 августа 2012
10:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter