Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Строительсен кунĕ ячĕпе саламлани

Чăваш Республикин хисеплĕ строителĕсем!

Сире професси уяв ячĕпе саламлатăп! Строительство отраслĕн пĕлтерĕшне нимĕнпе те танлаштарма çук. Вăл ăнăçлă ĕçлени транспорта, металлургие, çĕр айĕнчи пуянлăха кăларакан отрасле, финанс тата экономикăн ытти отрасльне аталантарас енĕпе питĕ пысăк вырăн йышăнать. Ăслăлăхпа техника прогресĕ, строительствăн ку чухнехи материалĕсемпе тата технологийĕсемпе усă курни – çаксем пурте строительсен ăсталăхĕ умне пысăк требованисем кăларса тăраççĕ. Çавăнпа çак професси çыннисене пысăк пĕлÿ, кулленхи ĕçре хăнăху, пысăк яваплăх кирлĕ. Паян Чăваш Енĕн строительство комплексĕнче 30 пине яхăн çын ĕçлет. Вĕсем квалификациллĕ пулнипе строительствăпа монтаж ĕçĕсен калăпăшĕ çулсеренех ÿсет, ку чухнехи пурăнмалли тата административлă хăтлă çуртсем, культура, спорт, вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕн объекчĕсем çĕкленеççĕ. Патшалăх отрасле аталантарма хастар хутшăнать, пурăнмалли çурт-йĕр программисене пурнăçлама укçа-тенкĕ уйăрать. Пурăнмалли çурт-йĕр тума каякан укçа-тенкĕн пĕтĕмĕшле пайĕнче кашни тăваттăмĕш тенкĕ – бюджетран уйăраканни. Строительсене пурне те чун-чĕререн тав тăватăп, Чăваш Республикин строительство комплексĕн çирĕп никĕсне хывнă ветерансен ячĕпе уйрăмах ăшă сăмахсем каласшăн. Сирĕн çемьесене çирĕп сывлăх, телей, хамăрăн юратнă республика ырлăхĕшĕн ĕçлеме çĕнĕ çитĕнÿсем сунатăп!

Чăваш Республикин

Пуçлăхĕ                                                                                             М.Игнатьев.



11 августа 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter