Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Физкультурник кунĕ ячĕпе саламлани

Хисеплĕ ентешĕмсем!

Сире Физкультурник кунĕ ячĕпе саламлатăп.

Физкультура, спорт тата сывлăх – пĕр-пĕринпе çыхăннă тата çывăх ăнлавсем, вĕсемсĕр паянхи çын пурнăçĕ пулма та пултараймасть. Паллă ăсчах тата врач Гиппократ авалах çырнă: "Гимнастика, вăй-хал упражненийĕсем, çуран утасси ĕçлес пултарулăхне, сывлăхне, пурнăç савăнăçне упраса хăварас текен кашни çыншăн кулленхи йăла пулса тăмалла". Çак сăмахсем паян та хăйсен пĕлтерĕшне çухатман. Чăваш Енре массăллă физкультура юхăмне аталантарас енĕпе тĕллевлĕн ĕçлетпĕр. Пирĕн республика федерацин "Раççей Федерацийĕнче 2006-2015 çулсенче физкультурăпа спорта аталантарасси" программине пурнăçланă май пилотлă регионсен шутĕнче физкультурăпа сывлăх комплексĕсем тума пуçларĕ. Юлашки пилĕк çул 23 физкультурăпа сывлăх комплексĕ, футбол уйĕ, çулталăкĕпех ĕçлекен пăр-каток, шывра ишмелли 50 метрлă бассейн, лаша спорчĕн комплексне хута янă. Çынсене пĕтĕмпе 4 пине яхăн спорт сооруженийĕ йышăнать. Черетре – çĕнĕ футбол уйĕсемпе стадионсен, регионти Олимп хатĕрленĕвĕн биатлон, маунтинбайк, ухăран тĕл перессин, çăмăл атлетика центрĕсен строительстви, пысăк спорт объекчĕсен реконструкцийĕ. Çакăн кăтартăвĕ – Чăваш Енре пурнăçăн хастар йĕркине суйласа илекен, физкультурăпа тата спортпа туслă çынсен йышĕ çуллен ÿссе пыни. Чăваш Енре профессионалсен спортне аталантарас енĕпе патшалăхăн тухăçлă политикине тытса пыни тĕнчене çĕнĕ чемпионсем парнелесси, пирĕн республикăра спортăн çĕнĕ те çутă çăлтăрĕсем çураласси пирки иккĕленместĕп. Спорта юратакансене пурне те уяв ячĕпе саламлатăп. Пысăк çитĕнÿсем, сывлăх, ырлăх тата аталану сунатăп!

Чăваш Республикин

Пуçлăхĕ                                                                                  М.Игнатьев.



11 августа 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter