Çĕнелет ял-хула

Юсав ĕçне хутшăнман, пăта-мăлатук, мастерок е киçтĕк, ытти хатĕр тытса курман çын çуках-тăр. Апла пурсăмăр та кăштах та пулин строительсем. Анчах çурт-йĕр купаласа тăрлама чăн-чăн ăстасене шанатпăр. Чăваш Енри стройкăсенче 30 пин строитель вăй хурать. Вĕсен ырми-канми тăрăшулăхне пула ял-хула çĕнелет, строительствăпа монтаж калăпăшĕ ÿсет.

“Раççей гражданĕсене - йÿнĕ те хăтлă хваттерсем” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Шупашкар çулсерен капăрланать. 222,64 гектар çинче “Çĕнĕ хула” микрорайон, тĕп хулан ытти кĕтесĕнче капмар çуртсем çĕкленеççĕ.

Чăваш Енре администраци çурчĕсем, культура, спорт, вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕн объекчĕсем, ытти сооружени хута каять.

РФ Регионсен министерстви Строительсен союзĕпе тата профсоюзĕпе пĕрле 2011 çулта чи лайăх строительство организацийĕ­­сен, строительство материалĕсемпе стройиндустри предприятийĕсен хушшинче ирттернĕ XVI конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Н.Угаслов ертсе пыракан «ТУС» АХО I степень Диплома тивĕçнĕ. Предприяти çак кунсенче 20 çул тултарчĕ. Çав ятпа республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев виçĕм кун общество ĕçченĕсене ăшшăн саламларĕ.

Савăнăçлă мероприяти Вырăс драма театрĕнче иртрĕ. “Эпир тĕп хуламăрăн çыннисене пурăнма хăтлă условисем туса паратпăр. Вĕсен ырлăхĕшĕн малашне те тăрăшăпăр, чăваш строителĕ­сен ятне çÿлте тытăпăр”, - терĕ Николай Угаслов.

Республика Пуçлăхĕ “ТУС” АХО паян ура çинче çирĕп тăнине палăртрĕ. “Сирĕн коллектив умри тĕллевсене лайăх ăнланать, вĕсене ăнăçлă пурнăçлать, чи ла­йăх кăтартусемпе савăнтарать”, - палăртрĕ Михаил Васильевич.

Çак кунах Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн нумай функциллĕ залĕнче çурт-йĕр ăстисене, ветерансене Строитель кунĕ ячĕпе саламларĕ. “Чăваш строителĕ­сен ĕçченлĕхĕпе пысăк ăсталăхне республикăра çеç мар, унăн тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ, пысăка хурса хаклаççĕ”, - терĕ Михаил Васильевич.

Ял çыннин пурнăçĕ çулсерен лайăхланать. Чылайăшĕ хăйĕн çуртне ăстасене саккас парса тутарать. Михаил Васильевич çурт-йĕр калăпăшĕн 60-65 процентне ялсенче тунине палăртрĕ. 2010 çулта тĕп хуламăра никĕсленĕренпе - 550, 2020 çулта Чăваш Республикине туса хунăранпа 100 çул çитет. Çавна май архитекторсемпе проектантсене, строительсене Шупашкарпа ытти хула-яла çĕнĕ сăн кĕртме чĕнсе каларĕ. “Юбилейсене патшалăх шайĕ­н­­че уявлама палăртни Чăваш Енри строительство отрасльне хушма инвестицисене илĕртме анлă майсем уçать”, - терĕ Михаил Игнатьев.

ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Громов çурт-йĕр ăстисен 2012 çулăн пĕрремĕш çурринчи çитĕнĕвĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Республикăра строительство ĕçĕсене 11,5 млрд тенкĕлĕх /пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 4% ытларах/ пурнăçланă. Банксем тата «Чăваш Республикинчи ипотека корпорацийĕ» АУО уйăрнă 2907 млн тенкĕлĕх ипотека кредичĕсемпе заемсене 3 пин ытла çын илнĕ. Пысăк панельпе çурт тăвас калăпăш çулсерен ÿсет. Владимир Николаевич малта пыракан строительство организацийĕсене ятран палăртса ĕçри çитĕнÿсемшĕн тав турĕ.

Производствăра уйрăмах палăрнисем наградăсене тивĕçрĕç.

Валентин ГРИГОРЬЕВ



Хыпар
11 августа 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter