Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн нумай функциллĕ залĕнче çурт-йĕр ăстисене, ветерансене саламланă

“Раççей гражданĕсене - йÿнĕ те хăтлă хваттерсем” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Шупашкар çулсерен капăрланать. 222,64 гектар çинче “Çĕнĕ хула” микрорайон, тĕп хулан ытти кĕтесĕнче капмар çуртсем çĕкленеççĕ. Чăваш Енре администраци çурчĕсем, культура, спорт, вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕн объекчĕсем, ытти сооружени хута каять. РФ Регионсен министерстви Строительсен союзĕпе тата профсоюзĕпе пĕрле 2011 çулта чи лайăх строительство организацийĕ­­сен, строительство материалĕсемпе стройиндустри предприятийĕсен хушшинче ирттернĕ XVI конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Н.Угаслов ертсе пыракан «ТУС» АХО I степень Диплома тивĕçнĕ. Предприяти çак кунсенче 20 çул тултарнă. Çав ятпа республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев общество ĕçченĕсене ăшшăн саламланă. Савăнăçлă мероприяти Вырăс драма театрĕнче иртнĕ. “Эпир тĕп хуламăрăн çыннисене пурăнма хăтлă условисем туса паратпăр. Вĕсен ырлăхĕшĕн малашне те тăрăшăпăр, чăваш строителĕ­сен ятне çÿлте тытăпăр”, - тенĕ Николай Угаслов. Республика Пуçлăхĕ “ТУС” АХО паян ура çинче çирĕп тăнине палăртнă. “Сирĕн коллектив умри тĕллевсене лайăх ăнланать, вĕсене ăнăçлă пурнăçлать, чи ла­йăх кăтартусемпе савăнтарать”, - палăртнă Михаил Васильевич. Çак кунах Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн нумай функциллĕ залĕнче çурт-йĕр ăстисене, ветерансене Строитель кунĕ ячĕпе саламланă. “Чăваш строителĕ­сен ĕçченлĕхĕпе пысăк ăсталăхне республикăра çеç мар, унăн тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ, пысăка хурса хаклаççĕ”, - тенĕ Михаил Васильевич. Ял çыннин пурнăçĕ çулсерен лайăхланать. Чылайăшĕ хăйĕн çуртне ăстасене саккас парса тутарать. Михаил Васильевич çурт-йĕр калăпăшĕн 60-65 процентне ялсенче тунине палăртнă. 2010 çулта тĕп хуламăра никĕсленĕренпе - 550, 2020 çулта Чăваш Республикине туса хунăранпа 100 çул çитет. Çавна май архитекторсемпе проектантсене, строительсене Шупашкарпа ытти хула-яла çĕнĕ сăн кĕртме чĕнсе каланă. “Юбилейсене патшалăх шайĕ­н­­че уявлама палăртни Чăваш Енри строительство отрасльне хушма инвестицисене илĕртме анлă майсем уçать”, - тенĕ Михаил Игнатьев. ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Громов çурт-йĕр ăстисен 2012 çулăн пĕрремĕш çурринчи çитĕнĕвĕ çинчен каласа кăтартнă. Республикăра строительство ĕçĕсене 11,5 млрд тенкĕлĕх /пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 4% ытларах/ пурнăçланă. Банксем тата «Чăваш Республикинчи ипотека корпорацийĕ» АУО уйăрнă 2907 млн тенкĕлĕх ипотека кредичĕсемпе заемсене 3 пин ытла çын илнĕ. Пысăк панельпе çурт тăвас калăпăш çулсерен ÿсет. Владимир Николаевич малта пыракан строительство организацийĕсене ятран палăртса ĕçри çитĕнÿсемшĕн тав тунă. Производствăра уйрăмах палăрнисем наградăсене тивĕçнĕ.

 



13 августа 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter