Андриян Николаевпа Павел Поповичăн 50 çул каяллахи пĕрремĕш хут пĕрлехи вĕçевне халалланă уяв

Андриян Николаевпа Павел Поповичăн 50 çул каяллахи пĕрремĕш хут пĕрлехи вĕçевне халалласа республикăмăрăн пур кĕтесĕнче, çавăнпа пĕрлех Смоленскра, Украинăри Узин поселокĕнче, Мускавра, ентешĕмĕрĕн тăван ялĕнче Шуршăлта савăнăçлă митингсем, ытти мероприяти иртнĕ. Шупашкарта Юрий Гагаринпа Андриян Николаев космонавтсен палăкĕсен умне республика ертÿлĕхĕ, ытти тытăм чĕрĕ чечексем хунă. Мăнаçлă тата манăçми пулăма халалланă уяв Шупашкарти Оперăпа балет театрĕнче тăсăлнă. Кунтах уявăн хисеплĕ хăнисем - Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, Андриянăмăрпа пĕрле космонавтсен ултă çынлă йышне кĕнĕ авиаци генерал-майорĕ Виктор Горбатко, космоса тĕпчес ĕçе пысăк тÿпе хывнă Виктор Благов, космос çарĕсен ветеранĕ Владимир Меньшиков генерал-майор, космонавтикăн Мускаври музейĕн йĕркелÿçи Юрий Соломко полковник, Смоленск хулин ертÿçисем. - Этемлĕхшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç пулнăранпа - Чăвашпа Украинăн паттăр та мухтавлă ывăлĕсем Андриян Григорьевичпа Павел Романович тĕнче уçлăхне пĕрле пĕрремĕш хут вĕçнĕренпе - шăп та лăп 50 çул çитрĕ. Тĕнче уçлăхне парăнтарас енĕпе тунă çак утăм пирĕн çĕр-шыва маларах курман майсем, ракетăпа космос отрасльне аталантарас тĕлĕшпе пысăк малашлăх кÿнĕ, - тенĕ савăнăçлă уява уçса республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. - Эпир Андриян Николаев, Николай Бударин, Муса Манаров космонавтсен ячĕсем Чăваш Енпе тÿрремĕнех çыхăннипе тивĕçлипе мăнаçланатпăр. Вĕсен пурнăçĕ çитĕнекен тата килес ăрусемшĕн - пархатарлă тĕслĕх. Михаил Игнатьев космонавтикăри ÿсĕме çине тăрса пропагандăланăшăн Виктор Горбаткона Тав хучĕпе чысланă. Çав кун награда илекен нумай пулнă. Президентăн Тав хутне Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул коллективĕ, «Байконур» космодром ветеранĕ Евгений Южалин полковник, Раççей Космонавтика Федерацийĕн «Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Андриян Григорьевич Николаев космонавт летчик» медальне Андриян Николаев космонавтăн Шуршăлти мемориал комплексăн директорĕ Александр Тукмаков, Шупашкарти А.Г.Николаев космонавт ячĕллĕ 10-мĕш вăтам шкулта физика вĕрентекен Вячеслав Соловьев тивĕçнĕ.



13 августа 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter