Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ

Çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. РФ Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕнчи граждансене хаклă мар, хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтермелли тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсен пахалăхне ÿстермелли мерăсем çинчен» 600-мĕш Указне мĕнле пурнăçлани çинчен строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Громов доклад тунă. Михаил Игнатьев çурт-йĕр строительствин рынокĕнче конкуренцие аталантарма кирлине уйрăммăн палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çавăн пекех финанс рынокне коммерци строительство фирмисен тата хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма кăмăл тăвакансен укçи-тенкине анлăрах явăçтарма, уйрăммăн илсен - республикăн Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн çурчĕсенче пурăнакан граждансене хăйсен хваттерĕсене сутăн илмелли право никĕсне хатĕрлемелли процеса хăвăртлатма сĕннĕ. «Пурăнмалли çак çурт-йĕре сутса тунă укçана Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр фондне малалла йĕркелеме ярĕç. Ку - çак программăна аталантармалли витĕмлĕ резерв», - тенĕ Михаил Игнатьев. Тĕп хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов пухăннисене Шупашкар хулин кунне уявлассине халалланă культура мероприятийĕсемпе паллаштарнă. Экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Алексей Табаков «Атăлçи пир-авăр компанийĕ» АУОри лару-тăру çинчен пĕлтернĕ. Канашлура ытти çивĕч ыйтусене те тĕплĕн пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.

 



14 августа 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter