Социаллă çивĕчлĕхе ÿстермелле мар

Çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

РФ Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕнчи граждансене хаклă мар, хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтермелли тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсен пахалăхне ÿстермелли мерăсем çинчен» 600-мĕш Указне мĕнле пурнăçлани çинчен строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Громов доклад тунă. Вăл палăртнă тăрăх - 2012 çулхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче республика территорийĕнче мĕн пур енĕпе уйăрнă укçа-тенкĕ шучĕпе 273,4 пин тăваткал метр лаптăк /2011 çулхи çак тапхăртинчен 105,1%/ пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. «Раççей гражданĕсене - пурăнмалли хаклă мар, хăтлă çурт-йĕр» приоритет наци проектне пурнăçласа 2012 çулта 939 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута яма пăхнă.

Михаил Игнатьев çурт-йĕр строительствин рынокĕнче конкуренцие аталантарма кирлине уйрăммăн палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çавăн пекех финанс рынокне коммерци строительство фирмисен тата хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма кăмăл тăвакансен укçи-тенкине анлăрах явăçтарма, уйрăммăн илсен - республикăн Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн çурчĕсенче пурăнакан граждансене хăйсен хваттерĕсене сутăн илмелли право никĕсне хатĕрлемелли процеса хăвăртлатма сĕннĕ. «Пурăнмалли çак çурт-йĕре сутса тунă укçана Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр фондне малалла йĕркелеме ярĕç. Ку - çак программăна аталантармалли витĕмлĕ резерв», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Тĕп хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов пухăннисене Шупашкар хулин кунне уявлассине халалланă культура мероприятийĕсемпе паллаштарнă. Вĕсем пуçланнă ĕнтĕ, çурла уйăхĕн 19-мĕшĕччен тăсăлĕç. Михаил Игнатьев çывăх кунсенче йĕркелÿ саманчĕсене пăхса тухма, çав шутра хула çыннисене уяв салючĕ хыççăн транспортпа тивĕçтерес ыйтăва татса пама хушнă.

Экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Алексей Табаков «Атăлçи пир-авăр компанийĕ» АУОри лару-тăру çинчен пĕлтернĕ. Малашне «Килти пир-авăр» дивизион лапамĕнче электротехника, çĕвĕ, атă-пушмак тата инжиниринг профильлĕ вăтам тата пĕчĕк предприятисенчен тăракан производство технопаркĕ йĕркелĕç. «Мега Молл» суту-илÿ комплексĕ çумĕнчи çурта та инвесторсем куç хывнă.

«Кĕпе-тумтир» дивизион енĕпе те лару-тăру кăткăс. Çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Атăлçи пир-авăр компанийĕ» АУОн производство лапамĕсене арендăна илмелли вăхăт вĕçленнĕ май «Чăлхапа трикотаж фабрики» ООО Шупашкар хулин ĕçпе тивĕçтерекен центрне юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнчен йышлăн - 1011 çын, тĕпрен илсен, çĕвĕ специальноçĕн ĕçченĕсене ĕçрен хăтарасси çинчен пĕлтернĕ. «Хальхи вăхăтра çăмăл промышленноç предприятийĕсенче ĕçлев рынокĕнче 745 ваканси пур», - палăртнă министр. «ВТК» акционерсен обществи тавра тухса тăнă çивĕч ыйтусене татса пама Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн министерстви «Чăлхапа трикотаж фабрики» ООО учредителĕсемпе те, салук тытаканпа та - Раççей Перекет банкĕпе - калаçусем ирттерет. Ĕçрен хăтарасси çинчен пĕлтернине илнисене ĕçе вырнаçма пулăшмалли мерăсене палăртнă. «Çак отрасльте халь кăткăс процессем иртеççĕ. Предприяти ĕçченĕсене тимлĕхсĕр хăварма юрамасть. Пирĕн тĕллев - вĕсене профессие вĕрентесси, ĕçе вырнаçтарасси. Эпир Атăлçи пир-авăр компанийĕ панкрута тухнă май япăх пулăмсене чакарма, обществăра социаллă çивĕчлĕх ан ÿстĕр тесе тăрăшма тивĕç», - палăртнă республика Пуçлăхĕ.

 В.ВАСИЛЬЕВ



Хыпар
14 августа 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter