Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев: "Сире, чăннипех тивĕçлĕ, професси шайĕпе ăста çынсене, наградăсем пама питĕ кăмăллă. Эсир - пирĕн обществăн никĕсĕ"

  Шупашкар хулин кунĕ умĕн, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн маттур 20 ывăл-хĕрне савăнăçлă лару-тăрура патшалăх наградисем панă. «Сире, чăннипех тивĕçлĕ, професси шайĕпе ăста çынсене, наградăсем пама питĕ кăмăллă. Эсир - пирĕн обществăн никĕсĕ. Ĕçченлĕхĕрпе, пуçарулăхăрпа, хастарлăхăрпа ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăратăр. Сирĕн çитĕнĕвĕрсем Раççейĕн пĕрлĕхне, хăватне, ÿсĕмне палăртаççĕ», - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче. Пысăк чыса тивĕçнисен хушшинче тĕрлĕ професси çыннисем: вĕрентекенсем, тухтăрсем, социаллă сфера, культура ĕçченĕсем, организацисемпе предприятисен ертÿçисем. Максимовсен нумай ачаллă çемйи «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден медальне тивĕçрĕ. Владимир Ананьевичпа Раиса Егоровна çынлăх, патриотизм, кăмăл-сипет ăнлавĕсене ăша хывтарса 6 ача пăхса ÿстернĕ. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн артистки Елена Лемешевская «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне тивĕçнĕ. 30 çул хушшинче вăл куракана тыткăнлакан вун-вун сăнар калăпланă. Пысăк чыса тивĕçнисен йышĕнче В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕнче вăй хуракан Геннадий Смирнов та пур. Вăл «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ химикĕ» хисеплĕ ята илчĕ. Геннадий Анатольевич - пиротехника хатĕрĕсене пухас енĕпе ăста специалист. Вăл хăй аталаннипе кăна çырлахмасть, çамрăксене те пулăшса, вĕрентсе пырать. «Чăваш халăхĕн пуласлăхĕшĕн тăрăшнăшăн, библиотекарьсен ĕçне те хакланăшăн Чăваш Ен ертÿлĕхне чĕререн тав тăватăп», - терĕ Чăваш наци библиотекин пай ертÿçи Маргарита Шихматова. «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята илнисен хушшинче «Чăваш кĕнеке издательстви» унитари предприятийĕн тĕп редакторĕн çумне Галина Антоновăна палăртма уйрăмах кăмăллă: Галина Алексеевна хăй вăхăтĕнче «Хыпар» хаçатра ĕçленĕ. Михаил Игнатьев хисепе тивĕçнисене малашне те пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу суннă.



18 августа 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter