«Эсир - пирĕн обществăн никĕсĕ»
Роза ВЛАСОВА |
«Сире, чăннипех тивĕçлĕ, професси шайĕпе ăста çынсене, наградăсем пама питĕ кăмăллă. Эсир - пирĕн обществăн никĕсĕ. Ĕçченлĕхĕрпе, пуçарулăхăрпа, хастарлăхăрпа ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăратăр. Сирĕн çитĕнĕвĕрсем Раççейĕн пĕрлĕхне, хăватне, ÿсĕмне палăртаççĕ», - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче. Пысăк чыса тивĕçнисен хушшинче тĕрлĕ професси çыннисем: вĕрентекенсем, тухтăрсем, социаллă сфера, культура ĕçченĕсем, организацисемпе предприятисен ертÿçисем. Максимовсен нумай ачаллă çемйи «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден медальне тивĕçрĕ. Владимир Ананьевичпа Раиса Егоровна çынлăх, патриотизм, кăмăл-сипет ăнлавĕсене ăша хывтарса 6 ача пăхса ÿстернĕ. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн артистки Елена Лемешевская «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне тивĕçрĕ. 30 çул хушшинче вăл куракана тыткăнлакан вун-вун сăнар калăпланă. Пысăк чыса тивĕçнисен йышĕнче В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕнче вăй хуракан Геннадий Смирнов та пур. Вăл «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ химикĕ» хисеплĕ ята илчĕ. Геннадий Анатольевич - пиротехника хатĕрĕсене пухас енĕпе ăста специалист. Вăл хăй аталаннипе кăна çырлахмасть, çамрăксене те пулăшса, вĕрентсе пырать. «Чăваш халăхĕн пуласлăхĕшĕн тăрăшнăшăн, библиотекарьсен ĕçне те хакланăшăн Чăваш Ен ертÿлĕхне чĕререн тав тăватăп», - терĕ Чăваш наци библиотекин пай ертÿçи Маргарита Шихматова. «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята илнисен хушшинче «Чăваш кĕнеке издательстви» унитари предприятийĕн тĕп редакторĕн çумне Галина Антоновăна палăртма уйрăмах кăмăллă: Галина Алексеевна хăй вăхăтĕнче «Хыпар» хаçатра ĕçленĕ. Михаил Игнатьев хисепе тивĕçнисене малашне те пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу сунчĕ.
Ĕнер, Шупашкар хулин кунĕ умĕн, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн маттур 20 ывăл-хĕрне савăнăçлă лару-тăрура патшалăх наградисем пачĕ