Республика Пуçлăхĕ тĕп редакторсемпе тĕл пулнă

image #2613Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пичет тата электрон массăллă информаци хатĕрĕсен тĕп редакторĕсемпе тĕл пулнă.

Тĕл пулура тĕрлĕ ыйтăва хускатнă. Сăмахран, «Советская Чувашия» хаçатăн тĕп редакторĕ Африкан Соловьев республикăри районсемпе хуласенче хаçат çырăнса илекенсен шучĕ çулленех чакса пынине, кирек хăш учрежденипе предприяти ертÿçин ĕç кунне федераци тата республика хаçат-журналне вуланинчен пуçламаллине палăртнă.

ЧР информаци политикипе массăллă коммуникаци министрĕн Валентина Андреевăн шухăшĕпе - хальхи вăхăтра халăхăн пысăк пайĕ хăйне кирлĕ информацие Интернетран илет. Вăл кăларăмсен ертÿçисене хăйсен сайчĕсене çине тăрсах аталантарма сĕннĕ, çапла туни вулавçăсемпе реклама паракансене ытларах явăçтарĕ тенĕ.

«Российская газета» хаçатăн вырăнти корреспонденчĕ Александр Кузин хула-район пуçлăхĕсене халăхпа ытларах курнăçма, вĕсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çывăхрах паллашма кирлине палăртнă. «Паллах, пирĕн пĕрлехи вăйпа çынсене ĕçе хисеплеме вĕрентмелле. Ертÿçĕсен хăйсен ĕç пÿлĕмĕсенче çеç лармалла мар, çынсене итлемелле тата илтмелле, вĕсемшĕн çывăх пулмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Тĕл пулу вăхăтĕнче çавăн пекех улталаннă пайçăсен ыйтăвĕсене, Шупашкар трикотаж фабрикипе çыхăннă лару-тăрăва хускатнă, республика территорийĕнчи пур конфесси валли пĕр пек майсем, Çĕмĕрлепе Чул хула хушшинче кĕпер тăвасси, чукун çулпа Шупашкартан Мускава каякан çул çинчи хака пĕчĕклетесси, Чăваш Ен ят-сумне çĕклес тĕлĕшпе МИХсен витĕмĕ, пĕлтерĕшĕ тата ытти пирки те калаçнă. Çавăн пекех массăллă информаци хатĕрĕсене 2019 çулта Шупашкар хулине йĕркеленĕренпе 550 çул тата 2020 çулта Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявлама хатĕрленес тĕлĕшпе хастар хутшăнма чĕнсе каланă.

Тĕл пулу виçĕ сехете тăсăлнă. Ăна пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев уçă калаçушăн тав тунă, кăларăмсемпе редакцисене пултарулăх ĕçĕнче ăнăçу суннă, çакăн пек тĕл пулусем ирттересси йăлана кĕрессе шантарнă.

 А.ВАСИЛЬЕВ



Хыпар
18 августа 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter