Республикăри мĕн пур район вырмара

Çак кунсенче çумăр кăштах чăрмантарчĕ пулин те утă уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне республикăри мĕн пур район вырмана тухрĕ. Елчĕксем маларах пуçăннăран кăтартăвĕ ыттисенчен пысăкрах - пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 2072 гектар çулнă. Хальлĕхе чи пысăк тухăç Çĕрпÿсен - 28,1 центнер. Ĕççи вăй илсе пынă май вăл кунсерен улшăнма пултарать, мĕншĕн тесен кашни лаптăкăн хăйĕн тухăçĕ. Çавăнпа пĕтĕмлетÿсем тума иртерех. Муркаш районĕнче кăçал тыр-пула 13,6 пин гектар çинчен пухса илмелле. Хальлĕхе виçĕ хуçалăхра ĕç кал-кал пырать. Патшалăх технадзорĕн Йĕпреç районĕнчи инспекцийĕн пуçлăхĕ Валерий Гаврилов юсав ĕçĕпе кăмăллă. Уйрăмах «Искра» колхоз хастарлăх кăтартнă, вырмана хутшăнакан техника валли план-маршрут туса хатĕрленĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материал та çителĕклĕ кÿрсе килнĕ. Апла пулин те йывăрлăхĕ те тупăннă - кивелнĕ комбайнсемпе тыр-пула вăхăтра пухса кĕртме çăмăл пулмĕ. Пĕтĕм шанчăк механизаторсен ăсталăхĕпе пултарулăхĕнче. Республикăри хуçалăхсенче - 1029 уй-хир «карапĕ», 465-шĕ - 2000 çулта тата маларах туса кăларнăскерсем. ( В.ВАЛЕНТИНОВ)

 



02 августа 2012
09:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter