Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Муркаш районĕнче пулнă

Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Муркаш районĕнче пулнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ĕçлĕ çул çÿревĕн тĕллевĕ çĕрпе усă курассине уçăмлатассипе çыхăннă. Чи малтан вăл Катикасси ял тăрăхĕнче чарăннă, «Кадикасинский» СПОК уйĕсемпе паллашнă. Муркаш тăрăхĕнчи лару-тăрупа паллашнă хыççăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ район администрацийĕн çуртĕнче канашлу ирттернĕ. Унта сÿтсе явнă ыйту - çĕрпе тухăçлă усă курасси. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов палăртнă тăрăх - кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр 1011,5 пин гектар шутланать, çав шутра 29,8 пинĕ усăсăр выртать. Унашкалли Улатăр /5,8 пин/, Элĕк /4,0 пин/, Канаш /3,6 пин/, Вăрмар /3,1 пин/ районĕсенче уйрăмах нумай. Çавăн пекех çĕр пайĕ пуррисем харпăрлăх ирĕкне йĕркелеме васкаманни сисĕнет. Паянхи кун тĕлне 207039 гектарăн /38%/ кăна хуçисем пур. Çав шутра Муркаш районĕнче - 6204 гектарăн е 27%. Çурхи уй-хир ĕçĕсемпе паллашнă май ЧР Ял хуçалăх министерстви «Кадикасинский» СПОК çĕр пахалăхне лайăхлатма, ăна çил тата шыв эрозийĕсенчен хÿтĕлеме тăрăшманнине тупса палăртнă. Лаптăкăн пĕр пайне кĕркунне сухаланă, тепринче иртнĕ çулхи хăмăл тата çум курăк хуçаланнă. Агротехника мероприятийĕсене ирттерменни тÿрех палăрнă. Административлă мерăсем йышăнмашкăн кун пирки тивĕçлĕ органсене пĕлтерме тивнĕ. ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн Светлана Енилинăн шухăшĕпе - ку енĕпе патшалăх тата граждансен интересĕсене хÿтĕлесси - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çирĕп тĕллевĕ. Хальхи вăхăтра асăннă тытăма панă полномочисемпе килĕшÿллĕн çитменлĕхсене тупса палăртас енĕпе нумай ĕçлеççĕ. Канашлура сÿтсе явнă иккĕмĕш ыйту та çĕрпех çыхăннă. Чăваш Республикин Президенчĕн 2011 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене пулăшмалли хушма мерăсем çинчен» 23-мĕш указне пурнăçласа кăçалхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче 2147 çынна шута илнĕ. Муркаш тăрăхĕнче çĕр памашкăн йышлă çемьесенчен 50-шне шута илнĕ. Вĕсен ыйтăвне тивĕçтерес тĕлĕшпе 10 лаптăк йĕркеленĕ, 7 çемье валли /Çатракассинче - 1, Хорнуйра - 1, Ярапакассинче - 1, Муркашра - 2, Мăн Сĕнтĕрте - 2/ çĕр уйăрнă. Ытти 10 ял тăрăхĕнче ку ĕçе пуçăнманпа пĕрех. Сăмах май, çÿлерех асăннă Катикасси ял тăрăхĕнче черетре тăракан 5 ашшĕ-амăшĕнчен пĕрне те тивĕçтерме май тупайман. Çав вăхăтрах «Кадикассинский» СПОК çĕрĕпе юнашар 18 гектар усăсăр выртать. Газ пăрăхĕ те, электролини те юнашарах иртеççĕ. Апла тăк мĕншĕн-ха ку лаптăка хула строительствин комплексĕн нормисене тĕпе хурса вĕсене памалла мар? Ял тăрăхĕн пуçлăхне йышлă çемьесен шăпи канăçсăрлантармасть пулинех. Канашлăва вĕçленĕ май Михаил Игнатьев çакна уйрăммăн палăртнă: çĕрпе хуçаланнă чухне малашне çакăн йышши йăнăшсенчен асăрханмалла, ял хуçалăх тĕллевлĕ лаптăксемпе тивĕçтерес ыйтăва право йĕркине сыхлакан органсем çирĕп тĕрĕслесе тăрĕç. Мероприяти хыççăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Муркашри вăтам шкул çуртне çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленнипе паллашнă. Сăмах май, пĕлÿ учрежденине юсаса çĕнетмешкĕн кăçал тĕрлĕ программа тăрăх 6 млн тенкĕ уйăрнă. Кунта столовăя, класс пÿлĕмĕсене çĕнетсе улăштармалла. Халĕ юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Вĕсемпе Михаил Игнатьев кăмăллă юлнă.

 



02 августа 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter