Вăрнар районĕ: тĕплĕн хатĕрленеççĕ

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕччен шăпах уйăх юлчĕ. Районти шкулсенче халĕ йышăну комиссийĕсем пушар хуралĕн тата Роспотребнадзор инспекторĕсем ĕçлеççĕ. Палăртма кăмăллă: вĕсем пысăк çитменлĕхсене тупман. Çакă вĕренÿ учрежденийĕсем юлашки çулсенче пушар хăрушсăрлăхĕн, санэпидемсферин правилисем ыйтнине пурнăçласа чылай ĕç тунă.

Тĕрĕссипе, шкулсем ачасене каникула ăсатсанах черетлĕ вĕренÿ çулне хатĕрленме тытăнчĕç. Кăçал тĕплĕ юсав ирттерме пĕтĕмпе 13264,7 пин тенкĕ уйăрнă.

Регионсенчи пĕтĕмĕшле вĕрентÿ системине çĕнетсе улăштарассипе йышăннă комплекслă мерăсене пурнăçласа тĕплĕ юсав ирттерме тата шкул çурчĕсене реконструкцилеме федераллă бюджетран 7947,5 пин тенкĕ килнĕ. Ку программăпа софинансировани мелĕпе район бюджечĕ 1986,8 пин тенкĕ хывнă. Пĕтĕмĕшле 9934,3 пин тенке тăхăр шкулти чÿрече блокĕсене, урайсене, шыв тата канализици системисене, тăрăсене, туалетсене, спортзалсене, фойесене, апат-çимĕç блокĕсемпе столовăйсене юсама янă.

Ку программăпа федераллă бюджет пулăшнипе районти мĕн пур вĕренÿ учрежденийĕ спорт оборудованийĕпе пуянланнă.

Чăваш Республикинчи ял поселенийĕсене комплекслă тата компактлă стройкăсем тăвас тата хăтлăх кĕртессипе ĕçлекен пилотлă проектпа социаллă культура объекчĕсене çĕнетме района 978,3 пин тенкĕ куçарнă. Программăпа килĕшÿллĕн район хыснинчен çакăн пек суммах хушнă. Ку проектпа килнĕ укçа-тенкĕ виçĕ шкулта «ĕçлет». Пăртасри вăтам шкулта çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче сантехника ыйтăвĕсем чăрмантармĕç, çĕнĕ чÿречесемпе урайсем ачасене те савăнтарĕç. Çĕрпелти вăтам шкула тивĕçнĕ укçа-тенке тулашри тата шалти канализаци, вĕри шыв системине юсама, чÿрече блокĕсене юсама янă, Кÿстÿмĕрте те – чÿречесене çĕнетме.

Тепĕр программăпа – Раççейри «2011 – 2015 çулсем валли йышăннă пурте пурăнма юрăхлă вырăн» патшалăх проекчĕпе – тивĕçнĕ суммăна – 1373,8 пин тенке – Вăрнарти 1-мĕш шкулти вĕренÿ кабинечĕсене, крыльцана, санузела юсама янă.

Кăçал çавăн пекех пилĕк шкулта автобус паркĕсем çĕнелнĕ: Вăрнарти 1-мĕш, Мăн Явăшри, Туçи Çармăсри, Кульцаври тата Пăртасри шкулсен.

Ачасен çуллахи канавĕ те пысăк тимлĕхре пулчĕ. Ку тĕллевпе пĕтĕмпе 2988 пин тенкĕпе усă курнă: шкул çумĕнчи лагерьсенче 9800 ача 1134 пин тенкĕлĕх каннă, хула тулашĕнчи лагерьсене кайма путевкăсем туянма 1854 пин тенкĕ уйăрнă.

Теветкеллĕх ушкăнри 250 ачана районти ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă предприяти-организацисенче ĕç тупса пама май килнĕ. Ку тĕллевпе район бюджечĕн 50 пин тенкипе усă курнă.

Район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Николай Никитич Иванов çитес эрне пуçламăшĕнче шкулсенче патшалăх комиссийĕ ĕçлеме пуçлассине каларĕ. Çавăн пекех вăл чылай вĕренÿ учрежденийĕ паян тесен паян ачасене йышăнма хатĕррине савăнса пĕлтерчĕ.

 



02 августа 2012
09:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter