Патăрьел районĕ: эпир тасалăхпа тирпейлĕхшĕн

Тавралăх таса та тирпейлĕ пулни пуришĕн те питĕ  лайăххине чухлатпăр. Анчах тирпей-илемне кÿрекенсем сахаллансах пыни паянхи кун кăмăла хуçать. Кашни утăмранах çул çинче таса мар вырăнсем, çуп-çап сапаланса выртнине асăрхама пулать. Пĕр çын çĕр çын хыççăн тасатса тирпейлесе ĕлкĕрейменнине пурте чухламастпăр. Обществăлла вырăнсенче, çул айккисенче кĕленче, пластик савăтсем выртса çуреççĕ. Ку çеç те мар,  автомашина çÿрекен çул айккипе çуп- çап тултарнă михĕсене пăрахса хăварнине асăрхама пулать. Нивушлĕ кил-хушшинче пуçтарăннă ăпăр-тапăра таçта кайса пăрахса сапаланса выртма памалла. Халĕ районти кашни поселени çуп-çаппа кĕрешессине тĕрлĕрен йĕркеленĕ-çке.  Акă Чакăпа Чемен ялĕсенче пурăнакансем виççĕмĕш хут «Полигон» тулли мар яваплă общество автомашини çине ăпăр-тапăра  тиесе ячĕç.  «Çапах та паянхи кун хирĕçлекенсем те пур. Ял тăрăхĕ çырма -çатраллă  вырăнта вырнаçнă  май вăрттăнрах вырăна кайса тăкма та именмеççĕ. Кашнинчех пĕр çынсемех. Нумай хутчен асăрхаттарнă, çапах та ăнланма тарăшмаççĕ» пĕлтерет ял администрации пуслахĕ Медведев Г.Ф. тирпей-илем пирки сăмах хускатсан.  Ял таврашне тирпейлес ĕçре культурăпа администраци ĕçченĕсем пысăк активлăх кăтартаççĕ. 



02 августа 2012
11:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter