Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев канашлу ирттернĕ

Çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕ Михаил Янковский хăйĕн докладĕнче Чăваш Республикинче çăмăл таксипе пассажирсене илсе çÿрес, багаж турттарас енĕпе ĕçлеме ирĕк парассине йĕркелессипе, çул-йĕр правилисене пăснă тĕслĕхсене видеопа ÿкерсе илессипе, патшалăх техосмотрне ирттерессипе çыхăннă ыйтусене çутатнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çул-йĕр правилисене пăсакансенчен штраф шыраса илес енĕпе ĕçе лайăхрах йĕркелемелли пирки палăртса каланă. «Йĕркене пăсакансен яваплăхран пăрăнмалла мар. Çакнашкал лару-тăрура патшалăх влаçĕн мĕн пур юппи пĕр пĕтĕмĕшле команда пек ĕçлеме тивĕç», - тенĕ Михаил Игнатьев. Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов Чăваш Республикин вĕренÿ учрежденийĕсем 2012-2013 вĕренÿ çулне мĕнлерех хатĕрленни çинчен каласа кăтартнă. Вăл палăртнă тăрăх - 2012 çулта республикăри 988 вĕренÿ учрежденине йышăнма тăратнă, вĕсене хатĕрлеме 1200 млн тенкĕ ытла янă. «Эпир хамăрăн тивĕçсене туллин пурнăçларăмăр, палăртнă укçа-тенке веçех куçарнă. Унта е кунта подряд организацийĕсем графика пурнăçлаймасан вĕсен çирĕпрех ĕç режимĕ çине куçмалла. Мĕн пур вĕренÿ учрежденийĕнче çĕнĕ вĕренÿ çулне вăхăтра пуçламашкăн республикăри шкулсенче юсав ĕçĕсене вĕçлемелле. Ачасем хăтлă условисенче пĕлÿ илессе ашшĕ-амăшĕ шанса тăтăр», - тенĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи Иван Никитин нумай хваттерлĕ çуртсене шута илмелли пĕрлехи приборсемпе тивĕçтерес тата энергоаудит ирттерес ыйтупа çыхăннă лару-тăру çинчен пĕлтернĕ. Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Хула кунне паллă туни çинчен пĕлтернĕ. Уяв мероприятийĕсене планпа килĕшÿллĕн ирттернĕ, хулара çак кун право йĕркине пăснă пысăк тĕслĕхсене шута илмен. Михаил Игнатьев хулари пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсене, хăйсен тивĕçне пысăк яваплăха туйса пурнăçланăшăн тав тунă. «Паян ирхи сехетсенче хула урамĕсем тасаччĕ. Ĕнер Шупашкарта йышлă халăх савăннă тесе калаймăн та», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. (А.Львова хатĕрленĕ)



20 августа 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter