Ачасен хăтлă шкулсенче пĕлÿ илмелле

А.ЛЬВОВА  


Çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕ Михаил Янковский хăйĕн докладĕнче Чăваш Республикинче çăмăл таксипе пассажирсене илсе çÿрес, багаж турттарас енĕпе ĕçлеме ирĕк парассине йĕркелессипе, çул-йĕр правилисене пăснă тĕслĕхсене видеопа ÿкерсе илессипе, патшалăх техосмотрне ирттерессипе çыхăннă ыйтусене çутатнă.

Министр палăртнă тăрăх - ЧР Министрсен Кабинечĕн 2012 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнчи «Чăваш Республикин территорийĕнче çăмăл таксипе пассажирсене илсе çÿремелли тата багаж турттармалли ĕç-хĕлне йĕркелесси çинчен» кăларнă 49-мĕш хушăвĕ вăя кĕнĕренпе çăмăл таксипе пассажирсене илсе çÿремелли тата багаж турттармалли ĕç-хĕле пурнăçламалли ирĕкпе тивĕçтерес енĕпе патшалăх пулăшăвне панăшăн республика бюджетне 600 пин тенкĕ ытла укçа пырса кĕнĕ. Кăçалхи çурла уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне çăмăл таксипе пассажирсем илсе çÿремелли тата багаж турттармалли ĕç-хĕле пурнăçламашкăн республика территорийĕнче 668 çын ыйтса çырнă, вĕсем тăрăх 605 ирĕк панă. 1 çын ыйтса çырнине тивĕçтермен. ЧР Транспорт министерствин прогнозĕ тăрăх - республика территорийĕнче çăмăл таксипе пассажирсене илсе çÿремелли тата багаж турттармалли ĕç-хĕле пурнăçламашкăн тата 1,5 пине яхăн çынна ирĕк парĕç.

М.Янковский çакна та пĕлтернĕ: 2012 çулхи 7 уйăхра çул-йĕр правилисене пăснă тĕслĕхсене техника хатĕрĕсемпе усă курса шута илнĕ май 45519400 тенкĕлĕх 118454 администраци хушăвĕ кăларнă. Çак тапхăрта 27171600 тенкĕ шыраса илнĕ. Йĕркене пăснă тĕслĕхсене шута илмелли стационар хатĕрĕсем вырнаçтарнă çĕрте çул-йĕр правилисене сахалрах пăснине те палăртмалла.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ çул-йĕр правилисене пăсакансенчен штраф шыраса илес енĕпе ĕçе лайăхрах йĕркелемелли пирки палăртса каланă. «Йĕркене пăсакансен яваплăхран пăрăнмалла мар. Çакнашкал лару-тăрура патшалăх влаçĕн мĕн пур юппи пĕр пĕтĕмĕшле команда пек ĕçлеме тивĕç», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Енре патшалăх техосмотрне ирттерес тĕлĕшпе, Михаил Янковский пĕлтернĕ тăрăх, республика территорийĕнче техосмотр операторĕсене 60874 транспорт хатĕрĕ тăратнă, вĕсенчен 58704 единица /96%/ техосмотр тухнă.

Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов Чăваш Республикин вĕренÿ учрежденийĕсем 2012-2013 вĕренÿ çулне мĕнлерех хатĕрленни çинчен каласа кăтартнă. Вăл палăртнă тăрăх - 2012 çулта республикăри 988 вĕренÿ учрежденине йышăнма тăратнă, вĕсене хатĕрлеме 1200 млн тенкĕ ытла янă. Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленнĕ тапхăрта республикăри кашни виççĕмĕш шкула тĕпрен юсанă, çак тĕллевпе 360 млн тенкĕ тăкакланă. Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне муниципалитет комиссийĕсем 988 вĕренÿ учрежденийĕнчен 942-шне /95,3%/ йышăннă.

«Эпир хамăрăн тивĕçсене туллин пурнăçларăмăр, палăртнă укçа-тенке веçех куçарнă. Унта е кунта подряд организацийĕсем графика пурнăçлаймасан вĕсен çирĕпрех ĕç режимĕ çине куçмалла. Мĕн пур вĕренÿ учрежденийĕнче çĕнĕ вĕренÿ çулне вăхăтра пуçламашкăн республикăри шкулсенче юсав ĕçĕсене вĕçлемелле. Ачасем хăтлă условисенче пĕлÿ илессе ашшĕ-амăшĕ шанса тăтăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи Иван Никитин нумай хваттерлĕ çуртсене шута илмелли пĕрлехи приборсемпе тивĕçтерес тата энергоаудит ирттерес ыйтупа çыхăннă лару-тăру çинчен пĕлтернĕ. Вăл каланă тăрăх - утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енĕн муниципалитет районĕсемпе хула округĕсенче пур çĕрте те тенĕ пекех /Çĕрпÿ, Хĕрлĕ Чутай районĕсемсĕр, Çĕмĕрле хулисĕр пуçне/ коммуналлă ресурссем тăкакланине шута илмелли пĕрлехи приборсем вырнаçтарнă. Республикăра тĕпрен илсен электроэнергие шута илмелли пĕрлехи приборсене нумай хваттерлĕ 6308 çуртран 6272-шĕнче /99,4%/ вырнаçтарнă. Çак кăтарту тăрăх Чăваш Республики федерацин Атăлçи округĕн субъекчĕсен хушшинче 2-мĕш вырăн йышăнать.

Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Хула кунне паллă туни çинчен пĕлтернĕ. Уяв мероприятийĕсене планпа килĕшÿллĕн ирттернĕ, хулара çак кун право йĕркине пăснă пысăк тĕслĕхсене шута илмен.

Михаил Игнатьев хулари пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсене, хăйсен тивĕçне пысăк яваплăха туйса пурнăçланăшăн тав тунă. «Паян ирхи сехетсенче хула урамĕсем тасаччĕ. Ĕнер Шупашкарта йышлă халăх савăннă тесе калаймăн та», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

 

 



Хыпар
21 августа 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter