Маттур, Шупашкарăм!

Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулин Кунне уявлама хутшăннă. Михаил Васильевич «Пултарулăх бульварĕ» арт-проектпа паллашнă, унпа килĕшÿллĕн хулари урамсенче 30 интерактив лапамĕ ĕçленĕ. Вĕсенчен кашнинех хăйне майлă йĕркеленĕ.

Акă, тĕслĕхрен, «Уçă тÿпе айĕнчи ÿнер шкулĕ» пултарулăх лапамĕнче кăранташпа киçтĕкĕн паллă ăстисемпе пĕрле çамрăксем Шупашкара ÿкернĕ. Республика Пуçлăхĕ ачасене пултарулăх ĕçĕнче малалла ăнтăлнăшăн мухтанă, ăнăçу суннă. Михаил Игнатьев та хăйĕн ăсталăхне тĕрĕслесе пăхнă, Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ, ЧР халăх художникĕ Праски Витти пуçланă картинăна вĕçленĕ.

Шупашкарти электромеханика колледжĕ çывăхĕнчи скверта «Ретро джаз» лапамра вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕ тата «Классика» капелла вырнаçнă. Романссем, джаз композицийĕсем, юратнă вальссем янăранă. Бал ташшисене килĕштерекенсем иртен-çÿрене пурте пĕлекен кĕвĕсен çеммипе ташлама чĕннĕ.

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ скверта литература каçĕ иртнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ поэзи тусĕсен умĕнче тухса калаçнă, вĕсене уяв ячĕпе саламланă, Çеçпĕл Мишши çырнă сăвă йĕркисене каланă.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн строительство факультечĕ умĕнче пухăннисем чăваш халăх юмахĕсемпе легендисенчен пĕлекен пăхаттирсен номерне курнă. Вăтам ĕмĕрсенчи салтаксем пек тумланнă хастарсем Чăваш Ен Пуçлăхне хĕçпе усă курма пĕлнине, авалхи вăхăтра салтаксем мĕнлерех йĕркеленсе тăнине кăтартнă.

«Çемье уявĕ» лапамра Михаил Игнатьев Чăваш Ен тĕп хулинче пурăнакансене ырă суннă, Шупашкарти пĕчĕк ачасемпе пĕрле тÿпене уяв ялавне вĕçтерсе янă.

Шупашкарăн Хĕрлĕ тÿремĕнче «Иртнине хисеплетпĕр! Хальхине хаклатпăр! Пуласлăха пăхатпăр!» уяв иртнĕ. Тĕп хула çыннисемпе хăнасен умĕнче сăмах каласа республика Пуçлăхĕ пухăннисене чаплă уявпа - Чăваш Республикин тĕп хули çуралнă кунпа - саламланă.

«Шупашкар хули çуралнă куна эпир унăн нумай ĕмĕре пыракан пуян историйĕшĕн мăнаçланса тата телейлĕ пуласлăхне ĕненсе кĕтсе илетпĕр. Шупашкарсем лайăх хулара пурăнасшăн, вĕсем мирпе тăнăçлăхра ĕçлесе пурăнма пĕлеççĕ. Маттур, Шупашкарăм! Малашне те çапла пултăр!» - тенĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Лондонра иртнĕ ХХХ Олимпиадăна Чăваш Енрен кайнă спортсменсене тата вĕсен тренерĕсене патшалăх наградисене тата хавхалантармалли премисем панă. Çĕнĕ Шупашкарти Ачасемпе çамрăксен Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ Михаил Кузнецов «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» ордена тивĕçнĕ. Ăна укçан преми тата хваттер илме сертификат панă. Ирина Калентьевăна тата унăн тренерне Владимир Краснова «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе наградăланă, вĕсене те укçан преми илме тата йăла техники туянма сертификатсем панă. Марафон чупса Олимпиадăн бронза медальне тивĕçнĕ Татьяна Архиповăна Михаил Игнатьев хваттер туянмалли сертификат тата Volkswagen Golf автомобиль уççине тыттарнă. Ирина Савицкаяпа Альбина Майорова спортсменсене, Валерий Григорьев, Владимир Слушкин, Юрий Архипов тренерсене укçан преми тата йăла техники илмелли сертификатсемпе хавхалантарнă. Владимир Слушкина «Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă, Юрий Архипова Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăланă.

Спортсменсемпе тренерсем республикăна ертсе пыракансене пулăшнăшăн, Чăваш Енре спорта аталантарма май паракан политика тытса пынăшăн тав тунă.

Уяв мероприятийĕнче çавăн пекех Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Варнава сăмах каланă.

 

 В.ВАСИЛЬЕВ.



Хыпар
21 августа 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter