Пултаруллисене хавхалантармалла

Çулсерен çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн вĕрентÿ ĕçченĕсен республика конференцийĕ иртет. Унта педагогика пĕрлĕхĕ пĕлтĕрхи çула пĕтĕмлетет, малашлăх тĕллевĕсене палăртать. Кăçал канашлу И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн культура çуртĕнче иртрĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, саккун кăларакан тата ĕç тăвакан влаç органĕсен ĕçченĕсем, муниципалитетсен представителĕсем, педагогика ветеранĕсем тата ыттисем хутшăнчĕç.

Канашлăвăн пленарлă пайĕнче РФ Вĕрентÿ тата ăслăлăх министерствин Кадрсене хатĕрлес тата хушма професси вĕрентĕвĕн тытăмĕнчи патшалăх политикин департаменчĕн директорĕ Наталия Золотарева та пулчĕ.

Педагогсен кăçалхи конференцийĕнче республикăри пултаруллă ачасемпе талантлă çамрăксене пулăшу памалли тытăма аталантарассин çул-йĕрĕпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухрĕç. Михаил Игнатьев çак йышри кашни ачапа уйрăммăн ĕçлемеллине, вĕсене турă панине туллин «уçма» пулăшмаллине палăртрĕ. «Пуян ăслă, пултаруллă хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм - кирек епле çĕр-шывăн, регионăн хăвачĕ. Вĕсем - экономикăна тухăçлă аталантарма, социаллă тĕллевсене пурнăçа кĕртме пулăшакан тĕп вăй», - терĕ Михаил Васильевич. Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов республикăра мĕн пур ачана ăçта пурăннине, çемье нухратне шута илмесĕр вĕренме, воспитани илме, пултарулăхне кăтартма май паракан тухăçлă вĕрентÿ тытăмне никĕслеме вăхăт çитнине палăртрĕ.

Çурла уйăхĕнчи канашлура çитĕнекен ăрăва пĕлÿ тата воспитани парас ĕçре пысăк çитĕнÿ тунисене чысласси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Кăçал педагогика тата воспитани ĕç-хĕлĕнчи курăмлă ĕçсемшĕн виççĕн «Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», тăваттăшĕ «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçрĕç. Çавăн пекех республика ертÿçи 20 вĕренÿ учрежденине ЧР Пуçлăхĕн 200 пинлĕх грантне пачĕ. Михаил Васильевич педагогсене тивĕçлĕ ĕçшĕн тав турĕ, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче пысăкрах çитĕнÿсем тума ырлăх сунчĕ.

Шупашкарти 182-мĕш ача сачĕн заведующийĕ Ирина Одерякова шкулчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсене тĕрев панăшăн мĕн пур педагог ячĕпе Чăваш Ен Правительствине тав турĕ. «Республикăра пысăк улшăнусем пулса иртеççĕ, - терĕ вăл. - Юлашки çулсенче ача сачĕсене çĕнĕрен тума пуçларĕç, маларах урăх тĕллевпе усă курнă çуртсене ачасене каялла тавăрса параççĕ, педагогсен шалăвĕ ÿсет...» Канашлăва хутшăнакансем çавăн пекех вĕрентекенсен професси ăсталăхне ÿстерес тĕлĕшпе ĕçлемеллине, хальхи йышши вĕрентÿ хатĕрĕсемпе туллин усă курмаллине, ăс-тăн, пултарулăх, спорт тата ытти ăмăрту-конкурса анлăлатмаллине, пĕлтерĕшне ÿстермеллине палăртрĕç.

Çитес вăхăтра муниципалитсенче педагогсен канашлăвĕсем иртĕç. 150 ытла дискусси ушкăнĕ ĕçлĕ. Мероприятисене вĕрентĕвĕн тĕрлĕ шайĕнчи /шкулчченхи, шкул, ачасене хушма пĕлÿ паракан, професси вĕрентĕвĕ/ 11 пине яхăн педагогика ĕçченĕ хутшăнĕ.

 

 В.БАГАДЕРОВА



Хыпар
23 августа 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter