Пулăшу - федераци бюджетĕнчен

Кĕçнерни кун Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей финанс министрĕпе Антон Силуановпа курнăçнă. Ĕçлĕ тĕл пулура патшалăх политикин Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă указĕсенче палăртнă çул-йĕрĕсене пурнăçлас ыйтусене сÿтсе явнă.

Калăпăр, Чăваш Республикине бюджет сферин ĕçченĕсен шалăвне ÿстерме 480 млн тенкĕ бюджет кредичĕ парасси пирки килĕшсе татăлнă.

Çавăн пекех çĕр-шыв ертÿçи хушнипе килĕшÿллĕн Раççей Финминĕ республикăри культурăпа спорт объекчĕ­­сене федерацин инвестици программисене кĕртес енĕпе пулăшу кÿрĕ.

М.АНДРЕЕВ



Хыпар
25 августа 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter