Черетлĕ интернет педканаш пуçланчĕ

Çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче йăлана кĕнĕ интернет педканаш хăйĕн ĕçне пуçăнчĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн ирттерекен çак форум кăçал  6-мĕш хут чăваш чĕлхипе литературине, культурăна тата ытти хăш-пĕр предмета вĕрентекенсене пуçтарать. Яланхи пекех педагогсем инçет канашлура тĕрлĕ çивĕч ыйтусем сÿтсе яваççĕ, вĕренÿ институчĕпе тата ытти аслă вĕренÿ заведенийĕсемпе пĕрле уçăмлатма тăрăшаççĕ. Самаях кăткăс ыйтусене татса парас ĕçре Вĕрентÿ тата çамрăксен политикн министерстви те активлăн хутшăнать.

Педагогсен интернет педканашне яланхи пекех Чăваш чĕлхин инçет вĕрентÿ центрĕ йĕркелесе пырать. Кăçалхи форумра 9-мĕш тата 11-мĕш классем патшалăх экзамĕнĕсене мĕнле тытнине тĕпчес, ачасене изложенипе сочинени çырма вĕрентес, ачасен чăвашла хутшăнăвне аталантарас ыйтусем тата чăваш педагогĕсем валли тухса тăракан пĕрремĕш "Шкулта" электрон журнал тавра пырĕ.

Интернет педканаш хăйĕн ĕçне авăн уйăхĕнче пĕтĕмлетме палăртать.

Чăваш Республикин Вĕренӳ министерстви



28 августа 2012
13:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter