«Хастар» çитĕнÿ тума пулăшĕ

Иртнĕ эрне кун республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Хĕрлĕ Чутайра «Хастар» физкультурăпа спорт комплексне савнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăнчĕ.

«Хастар» республикăри физкультурăпа спорт комплексĕсен йышĕнче яллă районсенче 24-мĕш шутланать. Ăна иртнĕ çулхи утă уйăхĕнче тума тытăннă.

Районшăн кăна мар, республикăшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăма республика Пуçлăхĕпе пĕрле ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Сергей Мельников, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Маловпа Валерий Павлов, Раççей юстици министерствин Чăваш Республикинчи Управленийĕн пуçлăхĕ Дмитрий Сержантов, Олимп вăййисен чемпионки – Патшалăх Канашĕн депутачĕ Елена Николаева, çăмăл атлетика енĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕ, СССР чемпионачĕн бронза призерĕ, хăвăрт утассипе Олимп вăййисене хутшăннă Хĕрлĕ Чутай хĕрĕ Елена Грузинова, район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн ертÿçи Александр Башкиров тата ыттисем хутшăннă.

- Паян Хĕрлĕ Чутайра чаплă уяв. Маларах районта спорт керменĕ пуласса шанман çынсем те: «Тинех кĕтнĕ самант çитрĕ!» - теççĕ. Спортри çитĕнÿсемпе лăпланса лармăпăр, малашне тата пысăкрах кăтартусем пулĕç, - терĕ уява уçнă май район пуçлăхĕ Александр Степанов.

- Эсир физкультурăпа спорт комплексне «Хастар» ят панă. Эппин, спортри хастарлăхăрпа республика тата çĕр-шыв шайĕнче палăрасса шанас килет. Паян Раççей тата республика ертÿçисен тĕллевĕ - халăха тата çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси. Вăйлă та тĕреклĕ, çирĕп кăмăллă çамрăксенче - çĕр-шыв пуласлăхĕ. Спорт комплексĕ шăпах çак тĕллевсене пурнăçа кĕртме витĕм кÿрет те. Паянхи шкул ачисен хушшинче тĕнче тата Европа, Раççей тата Чăваш Енри паллă чемпионсем тухасси иккĕлентермест. Уяв ячĕпе сире, Хĕрлĕ Чутайсем! Хастар пулăр. Çак кермене тума пĕтĕмпе 140 миллион тенкĕ ытла укçа хывнă. Эппин, унта яланах çынсем пулччăр, сывлăха çирĕплетĕр, - терĕ Михаил Игнатьев. Вăл «Хастар» спорт комплексĕн директорне Вячеслав Дадюкова «ГАЗель» автомобиль парнеленине çирĕплетекен сертификат пачĕ.

Ытти хăна та парнесĕр килмен. Спорт керменĕн директорне символла çăра уççи парнеленĕ хыççăн хĕрлĕ хăйăва касрĕç. Хăнасем ФСК çуртне васкарĕç. Керменте спорт, бассейн, тренажер, кĕрешÿ, аэробика залĕсем тата ытти те. Кунта спорта юратма, сывлăха çирĕплетме пур май та çителĕклĕ. Спорт залĕнче кăтартнă физкультурăпа культура композицийĕ вара çамрăксем сывă пурнăçа кăмăлланине çирĕплетрĕ. Хĕрлĕ Чутайсем Михаил Игнатьева асăнмалăх район волейболисчĕсен костюмне парнелерĕç.

 Юлия Мареева



Хыпар
28 августа 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter