Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «В.И.Чапаев ячĕллĕ ЧПО» АУО генеральнăй директорĕпе Михаил Резниковпа тĕл пулнă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «В.И.Чапаев ячĕллĕ ЧПО» АУО генеральнăй директорĕпе Михаил Резниковпа тĕл пулнă, предприяти аталанăвĕн малашлăхĕпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă. Михаил Резников республика Пуçлăхне завода пулăшу панăшăн тав тунă, предприяти кăçал илнĕ саккассен калăпăшĕ 1,3 млрд тенкĕ шайĕнче тăнине, виçĕ çуллăх оборона саккассем çине куçни ĕçе тухăçлă планлама май панине пĕлтернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ предприятири лару-тăрупа, ертÿлĕхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă юлнине палăртнă. Ĕçлекенсен шалăвĕпе кăсăкланнă. Заводăн генеральнăй директорĕ 2012 çулта ĕç укçи хăпарассине, рабочисен шалăвĕн ÿсĕмĕ ĕçченсен ытти ушкăнĕнчен чылай пысăкрах пулассине пĕлтернĕ.



29 августа 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter