Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ирттернĕ видеоконференцие хутшăннă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ирттернĕ видеоконференцие хутшăннă. Регионсенчи вĕрентÿ учрежденийĕсем 2012-2013 вĕренÿ çулне хатĕрленессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă. Раççейри вĕрентÿ тытăмне çĕнетме 120 млрд тенкĕ уйăрнă. Регионсем çак шутран 60 млрд тенкĕ илнĕ. Дмитрий Медведев палăртнă тăрăх модернизаци тĕллевĕ - ача садне çÿрекенрен пуçласа аслă шкулта вĕренекен таранах ăс-хакăла тата пултарулăха аталантарма условисем туса парасси. Тĕпрен илсен Раççей шкулĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр. Муниципалитет комиссийĕсем шкулсене пурне те авăнăн 1-мĕшĕнче алăкĕсене уçма ирĕк панă. Палăртма кăмăллă: тĕрĕслев органĕсен асăрхаттарăвĕсен шучĕ чакнă. Сăмахран, МЧС çитменлĕхсене пĕлтĕрхинчен 7 хут сахалрах тупса палăртнă. Шупашкар хулинчи Г.С.Лебедев ячĕллĕ интернат лицей çурчĕсене, çынсен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратнăран, тĕпрен юсама йышăннă, çавăнпа вĕрентÿ учрежденине хупнă. Кунта пĕлÿ илнĕ ачасем малашне тĕп хулари тата республикăри шкулсенче ăс пухĕç. 2012 çулта Чăваш Енре çĕнĕ шкулсем тума пуçланă: Йĕпреç районĕнчи Энтриелте /100 вырăнлă/, Сĕнтĕрвăрринчи 1-мĕш гимназире /320 ача валли/, Вăрмар районĕнчи Аслă Пинерте /160 вырăнлă/. Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулăн 240 вырăнлă хушма çуртне хута янă.



29 августа 2012
08:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter