«Пирĕн ракетăсем шанчăклă»

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «В.И.Чапаев ячĕллĕ ЧПО» АУО генеральнăй директорĕпе Михаил Резниковпа тĕл пулнă, предприяти аталанăвĕн малашлăхĕпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă.

Михаил Резников республика Пуçлăхне завода пулăшу панăшăн тав тунă, предприяти кăçал илнĕ саккассен калăпăшĕ 1,3 млрд тенкĕ шайĕнче тăнине, виçĕ çуллăх оборона саккассем çине куçни ĕçе тухăçлă планлама май панине пĕлтернĕ.

«Пĕлтĕр ку вăхăтра малашне мĕнле саккассем пуласси пирки шухăшлама та пултарайман. Паян вара 2013 çул валли завод 500 млн тенкĕрен кая мар патшалăх саккасĕ илчĕ. Пĕтĕмпех планпа килĕшÿллĕ, шанчăклă тăк - ĕçлеме те лăпкăрах. Чи пĕлтерĕшли - рабочисем кун пирки пĕлеççĕ, çавна май вĕсем малашлăха ĕненеççĕ», - тенĕ Михаил Резников.

Хăш-пĕр тавара хатĕрлессине предприяти тин çеç алла илнĕ, апла пулин те вĕсене экспорта ăсатаççĕ. Чапаев ячĕллĕ завод кăларакан пăртан хÿтĕленмелли «Алазань» ракета кăçал уйрăмах нумай сутăннă. Раççейре çакăн йышши хатĕре ытти чухне çулталăкра 10-11 пин штук сутнă пулсан ку çул ăна 15 пине яхăн туяннă. «Пирĕн ракетăсем шанчăклă, вĕсене ыйтакан та чылай», - палăртнă М.Резников. Вăл каланă тăрăх саккассен 30 проценчĕ - оборона продукцийĕ, 70 проценчĕ - халăх куллен усă куракан таварсем.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ предприятири лару-тăрупа, ертÿлĕхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă юлнине палăртнă. Ĕçлекенсен шалăвĕпе кăсăкланнă. Заводăн генеральнăй директорĕ 2012 çулта ĕç укçи хăпарассине, рабочисен шалăвĕн ÿсĕмĕ ĕçченсен ытти ушкăнĕнчен чылай пысăкрах пулассине пĕлтернĕ.

 И.СЕРГЕЕВА



Хыпар
29 августа 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter