Элĕк шкулĕнче – ют çĕршыв хăнисем

Çамрăксен канăвне лайăхрах йĕркелес, тĕнчери хутшăнусене çирĕплетес тĕллевпе Чăваш Республики вун çиччĕмĕш хут ĕнтĕ ют çĕршывсен хăнисене йышăнать. Кăçалхи пĕтĕм тĕнчери чĕлхесен 17-мĕш фестивалĕ элĕксемшĕн уйрăмах паллă пулса юлчĕ. Пирĕн район интернационал караванне кĕтсе илчĕ.. Унччен вăл республикăри виçĕ районпа хулара пулнă. Хальхинче Бельги, Итали, АПШ, Франци, Венесуэла çĕршывĕнчи хăнасем Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкула килсе çитрĕç. Элĕк шкулĕнче вĕренекенсем урăх çĕршывсенчен килнĕ хăнасене хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç, çамрăксен «Содружество» центрĕн волонтерĕсем вара питех те интереслĕ викторинăпа паллаштарчĕç.



03 августа 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter