Çĕрпе тухăçлă усă курмалла

«Атăл-7» трассăпа Шомик çулĕ хĕресленнĕ лапамра çамрăк хунав вăй илнĕ - хурăн-ăвăс хĕвел еннелле туртăнать. Аталанма майĕ çителĕклех çав: çĕрĕ пулăхлă, вырăнĕ ирĕклĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче кунта тыр-пул кашланă, çĕр-анне пире тăрантарнă. Халĕ унăн хуçи çук - йĕркесĕрлĕх хуçаланать. Муркаш тăрăхĕнче кăна мар, Чăваш хутлăхĕн кашни кĕтесĕнчех çакнашкал ÿкерчĕке курма пулать.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ĕçлĕ çул çÿревĕн тĕллевĕ çĕрпе усă курассине уçăмлатассипе çыхăннă. Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Муркаш районĕнче пулчĕ. Чи малтан вăл Катикасси ял тăрăхĕнче чарăнчĕ, «Кадикасинский» СПОК уйĕсемпе паллашрĕ. Урпа имшер çитĕнни, унпа юнашар çум курăк ашкăрни, çĕр пушă выртни ăна кăмăлсăрлантарчĕ.

Ильич ячĕллĕ ЯХПКра /«Хыпар» хаçат никĕслевçи Н.В.Никольский çуралса ÿснĕ тăрăхра/ вара çĕр-аннене чунран парăннă халăх тĕпленнĕ. Кунта унпа тухăçлă усă кураççĕ. Çавна май тыр-пул ăнса пулать, выльăх-чĕрлĕх хунать.

...Тинĕс евĕр хумханакан урпа пуссине хир карапĕсем тухнă. Олег Григорьев комбайнер та, Юрий Мадиков водитель те çĕкленÿллĕ кăмăлпа тăрăшаççĕ. Пĕри вырать, тепри çапнă тырра турттарать: кăтартусене ÿстеретĕн - нумайрах илетĕн. Çапларах хавхалантараççĕ кунта, кал-кал ĕçлеме условисем çителĕклех. Урпа ани тулăннипе чикĕленет, «Ирен» сорт парка çитĕнет, пысăк тухăçпа савăнтарма шантарать.

Муркаш тăрăхĕнчи лару-тăрупа паллашнă хыççăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ район администрацийĕн çуртĕнче канашлу ирттерчĕ. Унта сÿтсе явнă ыйту - çĕрпе тухăçлă усă курасси. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов палăртнă тăрăх - кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр 1011,5 пин гектар шутланать, çав шутра 29,8 пинĕ усăсăр выртать. Унашкалли Улатăр /5,8 пин/, Элĕк /4,0 пин/, Канаш /3,6 пин/, Вăрмар /3,1 пин/ районĕсенче уйрăмах нумай.

Çавăн пекех çĕр пайĕ пуррисем харпăрлăх ирĕкне йĕркелеме васкаманни сисĕнет. Паянхи кун тĕлне 207039 гектарăн /38%/ кăна хуçисем пур. Çав шутра Муркаш районĕнче - 6204 гектарăн е 27%.

Çĕр рынокĕнче вара ял хуçалăх таварĕ туса кăларакан шутланман çынсем ăна тĕрлĕ майпа - парнеленин хучĕпе, килĕшсе татăлнипе - хăйсен аллине çавăрса илсе кадастр хакне чылай ÿстерсе сутаççĕ. Çĕнĕ хуçа унпа тĕллевсĕр усă курма та пултарать. Кунашкал тĕслĕх уйрăмах Шупашкар çыннисен хушшинче чылай тĕл пулать. Сăмахран, Таэр Лукианов Апаш ял тăрăхĕнче 1 гектара - 500-700 пин, Минсефер Фасхутдинов Атайкассинче - 500 пин, Игорь Мустафин Ильинкăра 200 пин тенкĕпе сутаççĕ. Муркаш тата Шупашкар районĕсенчи вырăнти хăй тытăмлăх пуçлăхĕсен тимсĕрлĕхне тата явапсăрлăхне пула ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсене дача хуçалăхĕ йĕркелемелли туса хунă е вĕсем çинче ял пурнăçĕпе çыхăнман объект çĕкленĕ тĕслĕхсем йышланчĕç.

Çурхи уй-хир ĕçĕсемпе паллашнă май ЧР Ял хуçалăх министерстви «Кадикасинский» СПОК çĕр пахалăхне лайăхлатма, ăна çил тата шыв эрозийĕсенчен хÿтĕлеме тăрăшманнине тупса палăртнă. Лаптăкăн пĕр пайне кĕркунне сухаланă, тепринче иртнĕ çулхи хăмăл тата çум курăк хуçаланнă. Агротехника мероприятийĕсене ирттерменни тÿрех палăрнă. Административлă мерăсем йышăнмашкăн кун пирки тивĕçлĕ органсене пĕлтерме тивнĕ.

ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн Светлана Енилинăн шухăшĕпе - ку енĕпе патшалăх тата граждансен интересĕсене хÿтĕлесси - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çирĕп тĕллевĕ. Хальхи вăхăтра асăннă тытăма панă полномочисемпе килĕшÿллĕн çитменлĕхсене тупса палăртас енĕпе нумай ĕçлеççĕ.

Ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсен çаврăнăшĕпе çыхăннă саккунра унпа хуçаланмалли йĕркене уçăмлăн палăртнă: Чăваш Республикин ăна пĕрремĕш туянмашкăн ирĕк пур. Урăхла каласан - çĕре сутас тĕллевлĕ çыннăн лаптăка малтан республика Правительствине сĕнмелле, вăл хирĕçлет тĕк - ыттисене.

Çакна та асăнмалла: Михаил Игнатьев республика Пуçлăхĕн постне йышăниччен район администрацийĕсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем çĕрпе çыхăннă саккунсене пăхăнассине тивĕçлипе хакламан, çавна май çитменлĕхсем йышланнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕн шухăшĕпе - çĕр производствăн тĕп хатĕрĕ, унпа кашнин тĕллевлĕ усă курмалла. Ăна арендăна панăшăн тата хуçаланнăшăн илекен налук вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен кассине пуянлатмалла. Халĕ мĕнле пулса тухать-ха? Ял тăрăхĕсенчен чылайăшĕ ăна тулли виçепе шыраса илессишĕн тăрăшмасть, çав вăхăтрах социаллă пурнăçпа çыхăннă ыйтусене татса памашкăн укçа кирлĕ тесе влаç органĕсенчен пулăшу ыйтать.

Ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсемпе тухăçлă усă курас енĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен яваплă çынсенчен çирĕпрех ыйтмалла, пушă выртакан лаптăксене инвентаризацилемелле, çĕрпе мĕнле усă курнине тĕрĕслемелли ĕç-хĕле вăйлатмалла, пай пуррисен ирĕкне регистрацилессине йĕркелемелле.

Канашлура сÿтсе явнă иккĕмĕш ыйту та çĕрпех çыхăннă. Чăваш Республикин Президенчĕн 2011 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене пулăшмалли хушма мерăсем çинчен» 23-мĕш указне пурнăçласа кăçалхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче 2147 çынна шута илнĕ. Çав йышра Шупашкарта пурăнакансем - 801, Çĕнĕ Шупашкарсем - 220, Шупашкар районĕнчисем - 270. Вĕсенчен 1172-шĕ - ку лаптăк çинче харпăр хăй çуртне çĕклес, 709-шĕ - хушма хуçалăха аталантарас, 266-шĕ дача лартас тĕллевлĕ. Муниципалитет йĕркелĕвĕсем нумай ачаллă çемьесем валли 1177 лаптăк /148,4 гектар/ йĕркеленĕ. Çĕре тÿлевсĕр илмешкĕн ирĕк паракан сертификата 734 ашшĕ-амăшĕ /ытларахăшĕ - Шупашкартан /152/, Шупашкар /90/, Комсомольски /66/, Вăрнар /60/, Етĕрне /49/ районĕсенче пурăнакансем тивĕçнĕ.

Муркаш тăрăхĕнче çĕр памашкăн йышлă çемьесенчен 50-шне шута илнĕ. Вĕсен ыйтăвне тивĕçтерес тĕлĕшпе 10 лаптăк йĕркеленĕ, 7 çемье валли /Çатракассинче - 1, Хорнуйра - 1, Ярапакассинче - 1, Муркашра - 2, Мăн Сĕнтĕрте - 2/ çĕр уйăрнă. Ытти 10 ял тăрăхĕнче ку ĕçе пуçăнманпа пĕрех. Сăмах май, çÿлерех асăннă Катикасси ял тăрăхĕнче черетре тăракан 5 ашшĕ-амăшĕнчен пĕрне те тивĕçтерме май тупайман. Çав вăхăтрах «Кадикассинский» СПОК çĕрĕпе юнашар 18 гектар усăсăр выртать. Газ пăрăхĕ те, электролини те юнашарах иртеççĕ. Апла тăк мĕншĕн-ха ку лаптăка хула строительствин комплексĕн нормисене тĕпе хурса вĕсене памалла мар? Ял тăрăхĕн пуçлăхне йышлă çемьесен шăпи канăçсăрлантармасть пулинех.

Канашлăва вĕçленĕ май Михаил Игнатьев çакна уйрăммăн палăртрĕ: çĕрпе хуçаланнă чухне малашне çакăн йышши йăнăшсенчен асăрханмалла, ял хуçалăх тĕллевлĕ лаптăксемпе тивĕçтерес ыйтăва право йĕркине сыхлакан органсем çирĕп тĕрĕслесе тăрĕç.

Мероприяти хыççăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Муркашри вăтам шкул çуртне çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленнипе паллашрĕ. Сăмах май, пĕлÿ учрежденине юсаса çĕнетмешкĕн кăçал тĕрлĕ программа тăрăх 6 млн тенкĕ уйăрнă. Кунта столовăя, класс пÿлĕмĕсене çĕнетсе улăштармалла. Халĕ юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Вĕсемпе Михаил Игнатьев кăмăллă юлчĕ. Анчах çуртăн фасадне те çĕнетсе улăштарма кирлине аса илтерчĕ: çĕнĕ вĕренÿ çулне шкулăн çĕр-шывăн çамрăк гражданĕсене ăш пиллĕн те илемлĕн кĕтсе илмелле.

Валентина СМИРНОВА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
03 августа 2012
09:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter