Яваплăх пысăк, парăм чакать

Пĕтĕм тĕнчери Fitch рейтинг агентстви Чăваш Республикине «ВВÇ» шайра ют çĕр-шыв тата наци валюти тĕлĕшпе нумай вăхăтлăх рейтингсем палăртнă. Çакă республика маларах Moody’s агентствăра илнĕ рейтингран пĕр картлашка çÿллĕрех. «Çакă питĕ пысăк кăтарту, мĕншĕн тесен рейтинг агентствисем халĕ, Европăра 2008 çулхи финанс кризисĕ каллех таврăнма пултарас хăрушлăх пур чухне, хаклавсем тĕлĕшпе уйрăмах асăрхануллă, - тенĕччĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - финанс министрĕ Михаил Ноздряков Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, тĕрлĕ ведомство тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура. - Ленинград, Новосибирск облаçĕсен, Саха-Якути Республикин, Краснодар тата Красноярск крайĕсен те çавнашкал рейтингсемех. Вĕсем - экономика тĕлĕшĕнчен вăйлă регионсем, паян Чăваш Ен вĕсемпе пĕр пусăмра...» Çавна май Михаил Геннадьевич республикăшăн пĕлтерĕшлĕ пулăмпа тата тĕплĕнрех паллаштарас тĕллевпе массăллă пичет тата электрон кăларăмĕсен журналисчĕсемпе тĕл пулчĕ, вĕсен чылай ыйтăвне хуравларĕ.

- Юлашки икĕ-виçĕ çулта патшалăх парăмĕ çинчен нумай калаçаççĕ. Сăлтавĕ те пур: Европăри экономика парăмĕн кризисĕ хăй çинчен аса илтерсех тăрать. Федерацин хăш-пĕр регионĕнче те ку енĕпе пĕтĕмпех лăпкă теме йывăртарах. Ку ыйтăва федераци центрĕ куçран вĕçертмест, Раççей Финанс министерствин коллегийĕнче тăтăш пăхса тухаççĕ, - терĕ Чăваш Ен финанс министрĕ пресс-конференци пуçламăшĕнче. - Çĕр-шыв Президенчĕ Владимир Путин кăçалхи утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче Федерацин Патшалăх Канашĕн анлă ларăвĕнче тухса каланинче кăна уçăмлăн палăртрĕ: «...Ку е вăл субъектра шухăшламасăр парăм шайне ÿстерсе пыни тата ăна парса татма тăрăшманни çав субъекта панкрута кăларма пултарать»... Федерацире кун пек пулса тухасси, паллă, иккĕленÿллĕ, çапах та унăн ертÿлĕхĕн, влаç тытăмĕн ĕçлес пултарулăхне япăх енчен кăна кăтартĕ.

Михаил Ноздряков малалла тăван республикăмăрăн çак сферăри пуласлăхне хак панипе пĕрлех парăмсемпе вăхăтра татăлса пыни тата сăмаха тытма пултарни пирĕн регион авторитетне ырă витĕм кÿнине палăртрĕ. Парăмсенчен хăтăлса пыни - пысăк пĕлтерĕшлĕ фактор. Акă, сăмахран, республикăн пĕлтĕрхи патшалăх парăмне пĕр млрд тенке яхăн чакарнă. Кăçалхи парăм утă уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне 5,7 млрд тенкĕпе танлашнă. Чăваш Ен 1,5 млрд тенкĕлĕх облигаци заемне илсе патшалăх парăмне 5 млрд тенкĕ чухлĕ татнă. Çапла тума Чăваш Республики Раççей Федерацийĕнчи субъектсенчен чи малтан Пĕтĕм тĕнчери банкăн финанс корпорацийĕн /ФК/ ушкăнĕпе пĕрле тĕрлĕ проекта пурнăçлама тытăнни пулăшнă та. Тĕслĕхрен, 2006 çулта республика ертÿлĕхĕ пуçласа Раççей Федерацийĕн Правительствин гарантийĕпе, Пĕтĕм тĕнчери финанс корпорацийĕпе килĕшсе патшалăх облигацийĕсем кăларма тата вырнаçтарма тытăннă. Тепĕр çулах çакă Чăваш Республикине патшалăх гарантийĕ майĕпе автомобильсен çулĕ тума Пĕтĕм тĕнчери финанс корпорацийĕнчен 1300,0 млн тенкĕлĕх кредит илме май панă. 2009 çулта вара республикăпа корпораци сывлăх сыхлавĕнчи тăкаксене саплаштарма 200,0 млн тенкĕлĕх кредит илмелли килĕшĕве алă пуснă. Хальтерех кăна, çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче, Чăваш Енпе ФК нумай вăхăтлă тепĕр кредит килĕшĕвне çирĕплетнĕ. Унăн сумми - 500 млн тенкĕ, кредита татмалли вăхăт - 2020 çулхи çĕртмен 15-мĕшĕ, тĕллевĕ - шкул умĕнхи учрежденисене çĕнĕрен тăвасси, усă кураканнисене юсаса çĕнетесси. Килĕшÿри çĕнĕлĕх - кредитăн процент ставкине пĕчĕклетме май пурри тата икĕ енлĕ килĕшÿпе ăна чакарса пырасси. Çакă та тăван республикăмăрăн тĕнчери тата федерацири финанс пĕрлĕхĕсен умĕнчи авторитечĕпе яваплăхĕ пысăккине палăртать. Халĕ калани палăртнă темăран кăшт пăрăннă евĕр туйăнсан та ун çинчен асăнмасăр иртме çук.

Патшалăх парăмĕпе татăлни патне таврăнса çакна хушса хăварар: ăна çур çулта 5 млрд тенкĕлĕх татни /ку республика тупăшĕн 38,8% танлашать/ илнĕ обязательствăсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине çирĕплетет, Чăваш Енре тĕплĕ шухăшласа хатĕрленĕ, усă кÿрекен, экономикăна аталантарма, ĕç тухăçлăхне ÿстерме, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме пулăшакан политика тытса пынине ĕнентерет. Енчен те 2011 çул пуçламăшĕ тĕлне пирĕн республика федерацин Атăлçи округĕнчи /ФАО/ ытти субъект хушшинче парăм «йывăрăшĕпе» иккĕмĕш пулнă тăк /республикăн пĕтĕмĕшле тупăшĕн 70 проценчĕпе танлашнă, ФАОн вăтам кăтартăвĕ - 40%/ кăçалхи çул пуçланнă тĕле эпир ФАОн вăтам кăтартăвĕн шайне тухнă. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне, çур çул пĕтĕмлетĕвĕпе, парăм «йывăрăшĕ» - 32,2% çитнĕ. Ку ФАОн вăтам кăтартăвĕнчен те пĕчĕкрех. Парăма татмалли графикпа килĕшÿллĕн Чăваш Ен ăна пĕлтĕр 3 млрд та 947 млн, кăçал 5 млрд тенкĕ татнă. Вăл шутран 1 млрд та 300 млн тенки - хаклă хутсем, 1 млрд та 250 млн тенки - бюджет кредичĕсем, 2 млрд та 266 млн тенки - коммерци банкĕсен кредичĕсем, 250 млн тенки - гаранти шучĕпе куçнă укçа. Çав вăхăтра Финанс министерствин портфелĕнче хаклă хутсене 3 млрд тенкĕлĕх упраса хăварма май килнĕ. Тĕрлĕ аукционран та бюджета кĕмĕл самаях кĕнĕ.

Михаил Ноздряков бюджетра пухăннă, перекетленĕ тата кредитпа илнĕ укçа-тенкĕпе республикăри приоритетлă тата социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртме палăртни, Пĕтĕм тĕнчери банкăн финанс корпорацийĕпе малашне те нумай çуллăхлă килĕшÿсем тăвасси, кредит парăмĕсемпе мĕнле татăласси, пирĕн республикăн тĕнчери тата федерацири финанс пĕрлĕхĕсен хушшинчи авторитечĕ малашне те чакас марри çинче тĕплĕ чарăнса тăчĕ.

 Юрий СТЕПАНОВ



Хыпар
30 августа 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter