Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕлÿ кунĕ ячĕпе саламлани

Чăваш Республикин хисеплĕ çыннисем!

Сире Пĕлÿ кунĕ ячĕпе тата çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа пĕтĕм чунтан саламлатăп!

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче республикăри мĕн пур вĕренÿ заведенийĕ хăйĕн вĕренекенĕсене хапăл туса йышăнать, çавна май шкул ачисем, техника професси училищисемпе колледжсенче вĕренекенсем, аслă шкул студенчĕсем пĕлÿ тĕнчине çул тытаççĕ.

Çав асамлă çул шкултан е аслă шкултан вĕренсе тухнипе кăна вĕçленмест. Ахальтен мар вĕт халăх ăслăлăхĕ: (Ĕмĕр пурăн – ĕмĕр вĕрен), – тесе вĕрентет. Лайăх пахалăхлă пĕлÿ, тĕрлĕ енлĕ професси вĕренĕвĕ, пĕрмаях çĕннине пĕлме тата хăйĕн ăсталăхне ÿстерме тăрăшни кирек камшăн та çитĕнÿ тумалли майсем пулса тăраççĕ.

13 пине яхăн пирĕн пĕчĕк гражданин хăйĕн пурнăçĕнче шкул алăкне пуçласа уçать. Ачасенчен ытларахăшĕ пĕлÿ тĕнчипе ача садĕнче паллашма пуçланине пурте пĕлетпĕр. Çавăнпа та мĕн пур пĕчĕк ачанах шкулчченхи вĕренÿ учрежденине çÿреме майсем туса парасси Чăваш Ен патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри шутланать. Асăннă тĕллеве пурнăçлас тĕлĕшпе Правительство комплекслă мерăсем йышăннă, вĕсемпе килĕшÿллĕн республикăри районсемпе хуласенче 2014 çул вĕçĕ тĕлне 24 çĕнĕ ача сачĕ туса лартмалла, юсаса çĕнетекеннисене те шута илсен, 48 хушма ача сачĕ уçăлмалла. Çапла вара эпир шкулчченхи ача-пăча учрежденийĕсенчи черет ыйтăвне туллин татса паратпăр.

Çитĕнекен ăру хальхи вăхăта тивĕçтерекен шкулсенче, хăтлă классенче пысăк ăсталăхлă педагогсем вĕрентнипе пĕлÿ илтĕр тесе мĕн кирлине пурне те тăватпăр. 2012 çулта Чăваш Енĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ тытăмне çĕнетмелли программа валли 1 миллиард ытла укçа-тенкĕ палăртса хунă. Çак программа шайĕнче республикăри кашни виççĕмĕш шкултах юсав ĕçĕсем туса ирттермелле, ку вара пирĕн ачасене вĕренÿ енĕпе паракан пулăшу ĕçĕсен пахалăхне тата та лайăхлатма май парать.

Пултаруллă вĕренекенсене, хăйсен ĕçне чунтан парăннă, çĕнĕлле шухăшлакан вĕрентекенсене тупса палăртасси те патшалăх политикин вĕренÿ енĕпе тытса пыракан пĕлтерĕшлĕ çул-йĕрĕ шутланать. Вĕренÿре тата хушма вĕренÿре пысăк çитĕнÿсем тунă вĕренекенсемпе студентсене кашни çулах Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ят стипендийĕсене, хăйсен ĕçне уйрăмах лайăх шайра тăвакан вĕрентекенсене вара грантсем парса хавхалантарасси ырă йăлана кĕнĕ.

Хаклă туссем! Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ сире нумай савăнăçлă пулăм парнелессе, пĕлÿ тĕнчин çулĕ çинче хуть хăçан та тĕл пулакан йывăрлăхсене вара эпир сирĕнпе пĕрлехи вăйпа ăнăçлăн çĕнтерсе пырасса шанса тăратăп. Пурсăра та çирĕп сывлăх, тарăн пĕлÿ илме иксĕлми вăй-хал, çĕнĕ çитĕнÿсем тата лайăххине яланах ăша хывса пыма сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                            М.Игнатьев



31 августа 2012
13:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter