Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чукун çул отраслĕн ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

                          Чукун çул отраслĕн хисеплсĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп! Чукун çул транспорчĕ çĕр-шывăмăр регионĕсене çыхăнтаракан тытăм пулса тăрать. Вăл шанчăклă та кал-кал ĕçленĕ май пассажирсене, грузсем илсе çÿрессине ăнăçлă пурнăçлать, Раççей экономикин мĕн пур отраслĕн çирĕп аталанăвне тивĕçтерет. "Раççей чукун çулĕсем" компанипе алла-аллăн ĕçлени республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне ырă витĕм кÿрет, промышленноç предприятийĕсене çĕнетме, транспорта тивĕçтерекен сферăна лайăхлатма пулăшать. Чăваш Енри тавар туса кăларакансемпе "РЖД" АУО хушшинче икĕ еншĕн те тупăшлă ĕçтешлĕх йĕркеленнĕ, вăл аталанăвăн стратеги шайĕнчи малашлăхлă çул-йĕрĕсене çирĕплетет. Чăваш Енĕн чукун çул отраслĕн пысăк профессионализм, яваплăх, тÿсĕмлĕхпе дисциплина, тивĕç туйăмĕн никĕсĕ çинче вăй хурса тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлакан ĕçченсене, çавăн пекех пуласлăхне чукун çулпа çыхăнтарнă ветерансене чĕререн тав тăватăп. Республикăн чукун çул ĕçченĕсен килес ăрăвĕсем хăйсен умĕн ĕçленисен мухтавлă йăлисене çирĕплетсе пырасса шанатăп. Сире тата çывăх çыннăрсене çирĕп сывлăх, телей, çемйĕрсенче тăнăçлăх сунатăп!

Чăваш Республикин

 Пуçлăхĕ                                                                                                              М.Игнатьев.

 



05 августа 2012
09:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter