Экономика канашĕ йĕркеленнĕ

Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратеги тĕллевĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2012 çулхи çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче “Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Экономика канашĕ çинчен” Указа алă пуснă.

Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика политикине пурнăçлассин çивĕч ыйтăвĕсемпе стратеги çул-йĕрне пăхса тухасси, республика экономикин тăнăçлă аталанăвне тата технологи çĕнелĕвне тивĕçтерекен механизмсене палăртасси канашăн тĕп тĕллевĕсем пулса тăрĕç. Çавăн пекех унăн Чăваш Республикин саккунĕсен тата нормăпа право ытти акчĕсен проекчĕсен, республикăн социаллă пурнăçпа экономика политикипе çыхăннисен, комплекслă экспертизине ирттермелле тата вĕсенчи положенисем пурнăçланассин кăтартăвĕсене малтанах палăртмалла пулĕ.

Канаш йышне ĕç тăвакан влаç органĕсен представителĕсемсĕр пуçне политика партийĕ­­сен фракцийĕсен, ЧР Патшалăх Канашĕн йышĕ­­н­­­­­­­­чисен, ертÿçисем, общество организацийĕ­­семпе бизнес-пĕрлĕх представителĕсем те кĕрĕç.

Канаш йышăнăвĕсене пурнăçлас тĕллевпе указсемпе хушусем кăларма пултараççĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕ хушусемпе кăтартусем парĕ.

Канаш йышăнăвĕсене Чăваш Республикин влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене ярса парĕç, çавăн пекех Интернетра ЧР влаç органĕсен Порталĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн официаллă сайтĕнче вырнаçтарĕç.

 И.БЕЛОВА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
06 августа 2012
11:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter