Елчĕк районĕ: "Елчĕк район хаçачĕн кĕске энциклопедийĕ" пичетленсе тухрĕ

Хаçатăн 80 çулхи юбилейĕ умĕн "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕнче Иван Иноходовăн "Елчĕк район хаçачĕн кĕске энциклопедийĕ" пичетленсе тухрĕ. Хушса тỹрлетнĕ иккĕмĕш кăларăм (пĕрремĕш кăларăмĕ 2007 çулта пичетленсе тухнăччĕ) хаçат историйĕнче паллă йĕр хăварнă журналистсен, полиграфистсен, ялти корреспондентсемпе почтальонсен ячĕсене пĕрлештерет. Сăмах май, энциклопеди авторĕ Иван Иноходов ĕмĕрне "Елчĕк ен" хаçатра ĕçлесе ирттернĕ. Яваплă секретарьсĕр пуçне редакцири мĕн пур должноçра тăрăшнă пултаруллă ĕçчен: корректор, корреспондент, пай редакторĕ, литература сотрудникĕ, тĕп редактор... Автор кĕнеке кăларас ĕçре хăйне ырă кăмăлпа пулăшнă тата хавхалантарнă кашни çынна пысăк тав сăмахĕ калать.



07 августа 2012
15:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter