Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Газпром межрегионгаз» ООО гендиректорĕн çумĕпе Николай Исаковпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Газпром Межрегионгаз» ООО гендиректорĕн çумĕпе Николай Исаковпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Унта республикăн коммуналлă хуçалăхĕ çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленнипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Николай Исаков Чăваш Енри уйрăм коммуналлă предприятисен усă курнă газшăн тÿлес енĕпе йывăрлăхсем пуррине палăртнă. Пĕтĕмĕшле илсен вара федерацин Атăлçи округĕнчи çивĕч лару-тăру тухса тăнă ытти регион /сăмахран, Ульяновск тата Саратов облаçĕсем/ шайĕнче республика кăтартăвĕсем япăх мар. Михаил Игнатьев пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинчи хăш-пĕр предприяти газовиксен умĕнче парăма кĕрсе кайнипе килĕшнĕ. «Çивĕчлĕх пуррине эпир пĕлетпĕр. Ку чи малтанах Çĕмĕрлепе Улатăршăн кăтартуллă. Ăна сирес енĕпе мерăсем йышăнатпăр. Республикăн ку енĕпе ырă опыт пур ĕнтĕ. Парăма татмалли темиçе вариант пур, пĕрле вăй хурса икĕ еншĕн те вырăнлă меле суйласа илме пултарăпăр», - пĕтĕмлетнĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

 



07 августа 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter